АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Алина Оринова: "Ытларах ял çыннисем пирки калани килĕшрĕ"

10:23 22 января 2015 г.

Алина Оринова, "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн тĕп редакторĕ: "Ытларах ял çыннисем пирки калани килĕшрĕ"

- Республика Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвне вуланă çĕре пĕрремĕш хут хутшăнмастăп, çапах та кăçалхи Çырăвĕ ытти çулхисенчен анлăрах пулнипе палăрчĕ теес килет. Мана уйрăмах "ял çыннисем лайăх условисенче пурăнмалли тивĕçе çĕнсе илнĕ" тени килĕшрĕ. Хам та ялта пурăнатăп та, ял çыннисене хумхантаракан, пăшăрхантаракан ыйтусене республика шайĕнче асăрхани, сỹтсе явни, çĕр ĕçченне пулăшас тесе ятарласа ĕçсем туни, татах та тума палăртни мана килĕшрĕ, савăнтарчĕ. Паллах, пичет ĕçченĕсен умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл - республика Пуçлăхĕн Çырăвĕнче палртнă ĕçсем мĕнле пурнăçланса пынине хаçат страницисенче çутатасси.

Манăн та, кăçалхи Çырура каланă сăмахсемпе килĕшсе, çапла калас килет: "Пĕрле эпир чăнах та нумай çитĕнỹ тăваятпăр! Пĕрлĕхре - пирĕн вăй!"

/p

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика