09:14 04 февраля 2015 г.
Игорь ГЕРАСИМОВ, Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, "Единая Россия" парти членĕ:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев хăйĕн Çырăвĕ-пе Чăваш Ен парламентне паллаштарнă çĕре эпĕ пĕрремĕш хут хутшăнтăм. Палăртас килет, Çыру тарăн шухăшлă пулчĕ, республикăра пурăнакан пин-пин çынна пырса тивекен пысăк ыйтусене хускатрĕ, влаçăн та, обществăн та çитес вăхăтра мĕн тумаллине палăртрĕ. Çырупа тимлĕ паллашнă май юлашки тăватă çул хушшинче республика сулмаклă аталану çулĕ çине тăни куç кĕрет. Ял çыннисем те патшалăх пулăшăвне туйса малашлăха шанса ĕçлеççĕ. Пуринчен ытла мĕн килĕ-шрĕ-ха? Чи малтанах Михаил Васильевич çынсен шăпине чĕре патне илни, вĕсене пурăнма лайăх условисем туса пама ăнтăлни, ялсенче çулсем тума çирĕп тĕллев лартни çывăх пулчĕ. Çавăн пекех вăл республикăра пурăнакансене пĕрле алла-аллăн ĕçлеме, тĕрлĕ нацие пĕр-пĕ-ринпе килĕштерсе пурăнма чĕнсе каларĕ. Çавăн пекех Михаил Игнатьев Çырупа паллаштарнă чухне пĕр хушă чăвашла илемлĕ калаçни кăмăла кайрĕ. Çакăнта вăл чăваш чĕлхине, тăван чĕлхене юратни тата хисеплени палăрчĕ.
Зинаида МАЙОРОВА, Трапай ялĕн старости, "Единая Россия" парти членĕ:
- Республи-ка Пуçлăхĕ ЧР Патшалăх Канашне тата пĕтĕм чăваш халăхĕ патне тухнă черетлĕ Çырăва вуланă çĕре эпĕ те пĕрремĕш хут хутшăнтăм, интересленсе итлерĕм. Миха-ил Васильевич сăмахĕсем республика юлашки çулсенче аталану çулĕ çине тăнине тепĕр хут çирĕплетрĕ&¸. Уйрăмах ял çыннисен пурнăçĕ ырă енне улшăнса пырать, халĕ тата ялсенчи çулсене лайăхлатма палăртни те савăнтарать. Патшалăх пулăшăвне туйни çынсене малашлăха шанса ĕçлеме вăй парать. Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕ пире ырă малашлăха шанса хастартарах пулма чĕнет тесе шутлатăп.
text-align: justify;¸
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики