13:01 11 февраля 2015 г.
"Манăн тăвансем - Аслă Отечественнăй вăр&¸ă çулĕсенче" Хисеплĕ вулакансем! Пирĕн çĕр-шыв кăçал 1941-1945 çулсенче пынă Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине уявлать. Çак паллă куна халалласа эпир район хаçатĕнче "Манăн тăвансем - Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче" фотоконкурс ирттерес терĕмĕр. Çав хаяр вăрçа пирĕн район çыннисем те хутшăннă, вăхăчĕ темле йывăр та хăрушă пулнă пулин те, çав вăхтра сăн ỹкерĕнме те май тупнă салтаксем. Вăрçа хутшăннă салтаксенчен чылайăшĕ паян пирĕнпе юнашар çук, çапах та вĕсен паттăрла ĕçĕсем пирĕн асрах. Чылай çемьере тăванĕсен вăрçă вăхăтĕнче тунă сăн ỹкерчĕкĕсем упранаççĕ пулинех. Апла пулсан, вĕсене редакцине илсе килĕр, астăвăм фотоконкурсне хутшăнăр. Сăн ỹкерчĕксем 1941-1945 çулсенче тунисем пулмалла, вĕсене ăçта ỹкернине, унта кама сăнланине, çав çын хăш ялта пурăнннине, вăл пурăннă çулсене кĕскен çырса памалла. Сăн ỹкерчĕк халĕ камăн çемье архивĕнче упраннине те палăртмалла. Фотоконкурса çулталăк вĕçĕнче пĕтĕмлетĕпĕр, çĕнтерỹçĕсене парнесем кĕтеççĕ.
Редакци.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики