АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çурт-йĕр тăвас ĕçе ỹстерме тĕллев лартмалла

13:28 11 февраля 2015 г.

Пирĕн интервью - Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе - строительствăпа архитектура, коммуналлă хуçалăх министрĕпе Олег Марковпа. Нумаях пулмасть Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри строительство организацийĕсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура 2014 çул строительство енĕпе ăнăçлă çул пулнине палăртрĕ. Федерацин Атăлçи округĕнче Чăваш Ен пĕр çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе мала тухнă. 2014 çулта республикăра 862,1 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр (2013 çул шайĕн 103 процент) хута янă. 

- Ку енĕпе Хĕрлĕ Чутай районĕнче мĕнле ĕçсем пыраççĕ? Каласа парсамăр, Олег Иванович?!

- Хĕрлĕ Чутай районĕнче пĕлтĕр 10,325 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, çак шутран уйрăм çынсем 7,952 пин тăваткал метр çурт-йĕр тунă. Ку кăтарту 2013 çулхипе танлаштарсан 100,2 процентпа танлашать. Республикăрипе танлаштарсан асăннă кăтарту япăх мар. Паянхи кун район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕр тăвас ĕçе 2015 çулта ỹстерес тесе тĕллев лартмалла.

- Çурт-йĕре лайăхлатмалли патшалăх программисем районта епле пурнăçланаççĕ? 

- Паянхи кун районта 285 çамрăк çемье пурăнмалли çурт-йĕр çуккипе нушталанать. Пĕлтĕр "Çамрăк çемьесене çуртпа тивĕçтересси" çумпрограммăпа килĕшỹллĕн районти тăватă çемьене 2365,5 пин тенкĕлĕх социаллă тỹлевсем панă. 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурăнмалли çурт-йĕр илес тĕллевлĕ 53 тăлăх ачана учета илнĕ, вĕсенчен 12-шĕ кăçал çурт-йĕрлĕ пулĕ. Асăннă ĕçе пурнăçлама 2762,1 пин тенкĕ уйăрнă: федераллă бюджетран _ 920,7 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен _ 1841,4 пин тенкĕ. Çак укçа-тенкĕренех тата 3 çынна пурăнмалли пỹлĕм те пулĕ. Нумай ачаллă çемьесене тỹлевсĕр 43 çĕр лаптăкĕ панă: 40-шĕ çурт-йĕр тума, 3-шĕ хушма хуçалăха аталантарма.

- Тавтапуç, Олег Иванович, калаçушăн.

Алина ОРИНОВА калаçнă.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика