10:23 27 февраля 2015 г.
Февралĕн 12-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов пулчĕ. Вăл пире паян районта тата республикăра ялхуçалăхĕ мĕнле аталанни çинчен каласа пама кăмăл турĕ.
- Агропромышленноçа аталантарасси _ тĕп тĕллевсенчен пĕри. 2014 çулта патшалăхăн ял- хуçалăхне пулăшмалли программисемпе килĕшỹл-лĕн хыснаран 2,42 млрд тенкĕ куçарнă, вăл шутра федераци бюджетĕнчен _ 1,61 млрд тенкĕ, республика хыснинчен 0,81 млрд тенкĕ уйăрнă, _ каласа парать Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов. _ Чăваш Республики кăçал та патшалăх пулăшăвĕсĕр юлмĕ, ку тĕллевсем валли 1121 млн тенкĕ пăхса хăварнă: выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме - 61,1 млн тенкĕ, ỹсен-тăран çитĕнтерме - 172,4 млн тенкĕ, процент ставкисене субсидилеме - 888,3 млн тенкĕ.
Çакăнта Правительствăн 2015 çулхи январь уйăхĕн 27-мĕшĕнчи 53-мĕш Постановленийĕ çине пусăм туса хăварас килет. Унпа килĕшỹллĕн агропромышленность комплексне кредит парасси енĕпе улшăнусем кĕртнĕ.
Хĕрлĕ Чутай районĕ вара 2014 çулта патшалăхран 51,1 млн тенкĕ пулăшу илнĕ, ку 2013 çулпа танлаштарсан - 124 процент.
- Кредит илмесĕр пысăк ĕçе пурнăçлаймăн пуль. Районта çăмăллатнă кредитпа нумаййăн усă курнă-и?
- "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа кредит илме çăмăлланнине палăртмалла. 2006 çултанпа 2015 çул пуçламăшĕ тĕлне асăннă нацпроекта тата ялхуçалăхне аталантарас тĕллевлĕ патшалăх программине пурнăçланă май Хĕрлĕ Чутай районĕнчи пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене 816,1 млн тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит панă, 2014 çулта вара - 132,8 млн тенкĕлĕх 640 кредит.
Патшалăхăн çак пулăшăвĕ районта хуçалăх тытакан 5161 çынна тивнĕ.
- Фермер хуçалăхĕсене аталантарасси мĕнле пырать?
- Çĕршывра 2012 çулта йышăннă "Ĕçе пуçăнакан фермерсене 2012-2014 çулсенче пулăшасси", "Выльăх-чĕр-лĕх ĕрчетекен çемье фермисене хресчен-фермер хуçалăхĕн никĕсĕ çинче аталантарасси" программăсем ялхуçалăхне çĕнĕ вăркăш кĕртрĕç.
Çак тапхăрта ĕçе пуçăнакан 151 фермер тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен 16 çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарчĕ. Программăсем хута кайни республикăра выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессине палăрмаллах ỹстерме, фермер хуçалăхĕсене ура çине тăма пулăшрĕ. Сăмах май, виçĕ çулта çемье фермине тума патшалăхран _ 91 млн тенкĕ, фермер хуçалăхне йĕркелесе яма 159 млн тенкĕлĕх пулăшу илнĕ.
Хĕрлĕ Чутай районĕнче хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелеме тата аталантарма 4-ăн грант илчĕç. Фермер ĕçне пуçăнакансене, çемье фермине йĕркелекенсене пулăшас тĕллевпе 39 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Чăваш Ен бюджетĕ-нчен _ 16,3 млн тенкĕ. Вăл 53 фермера пулăшма çитмелле. Кăçал хĕрлĕчутайсем çак пулăшупа туллин усă курасса тата хастар хутшăнасса шанас килет.
- "Республикăри ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсем майлă самантпа усă курни тата потребитель рынокĕнче уйрăмах кирлĕ ялхуçалăх продукцийĕсен тата тирпейлесе хатĕрлекен продуктсен производствин калăпăшĕсене ỹстерме май паракан миллиардшар тенкĕлĕх инвестици проекчĕсене пурнăçлани савăнтарать", _ терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура. Ку тĕлĕшпе хĕрлĕчутайсем пирки мĕн калама пулать-ши?
- 2014 çулта Чăваш Республикинче пĕр вăхăтлăха 25 пин тонна ытла пурлăх йышăнма пултаракан çĕрулмипе пахчаçимĕç упрамалли 10 хранилище тунă тата юсаса çĕнетнĕ. "АПК аталанăвĕ" нацпроект ĕçлеме пуçланăранпа 10 инвестици проекчĕ пурнăçланнине палăртмалла. Сăмахран, "Коминтерн" хуçалăхра алă усса лармаççĕ, кашни çул мĕн те пулин çĕклеççĕ, реконструкцилеççĕ. Акă нумаях пулмасть 30 пуç пăру валли ферма хута ячĕç. "Нива", "Свобода" хуçалăхсенче те 100 пуç ĕне тытмалли фермăна реконстукцилени те пысăк утăм.
- Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, шăвармасăр пахчаçимĕç ỹсмест. Тыр-пул уйĕнче мелиораци мероприятийĕсене ирттерейĕпĕр-ши?
- Чăваш Енре "Чăваш Республикинче ялхуçалăхне аталантарасси тата ялхуçалăх продукцийĕн чĕртаварĕпе апат-çимĕç рынокне йĕркелесси" патшалăх программин "Чăваш Республикин ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕсенче мелиорацие аталантарасси" çумпрограмма ăнăçлă ĕçлет.
2014 çулта тĕллевлĕ программа федераци тата республика бюджетĕнчен 53 млн тенкĕ уйăрнă, республикăри 23 хуçалăх мелиораци техники туянма май пултарчĕ. Çавăн пекех, ялхуçалăх таварĕ туса илекенсем шăвармалли техника туяннă чухне 50 процент таран çăмăллăхпа усă курнă. Хуçалăхсенче вăй хуракансем çĕрсене шăварса тăни пахчаçимĕç, çĕрулми тухăçне чылай ỹстерме май панине пĕлеççĕ. Çавăнпа шăваракан лаптăксене пысăклатса пыма тăрăшаççĕ. Патшалăх условисем туса парать, пирĕн, хуçалăхсен вара вĕсемпе туллин усă курмалла.
- Ялхуçалăхне аталантарасси _ çав тери кăткăс та йывăр ĕç. Хĕрлĕ Чутайра мĕнле йывăрлăхсем пур-ши?
- Вăхăт малаллах шăвать. Акă çур аки те çитет. Ялхуçалăхĕ-нче ĕçлемелли техникăна хатĕррисен ретне лартмалла, сĕр-мелли-çунтармалли материалсем, удобрени паянах туянмалла, ырана хăвармалла мар. Хальлĕхе районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вăрлăхлăх 878 тонна хатĕрленĕ. Ака вăхăтĕнче минерал удобрени çитменни те йывăрлăхсем кăларса тăратма пултарать. Минерал удобрени кỹрсе килеймен-ха. Ỹсен-тăран çитĕнтерессине илсен - районта элита вăрлăх çитменни палăрать. Паха вăрлăхсăр пысăк тухăç илесси иккеленỹллĕ.
- Сĕт туса илекеншĕн чĕртавара ăçта тата тупăшлă хакпа вырнаçтарасси çивĕç ыйтусенчен пĕри. Ахальтен мар Чăваш Республикин Пуçлăхĕ сĕт туса илекенсен, ăна пуçтаракансен тата тирпейлекен организацисен _ хăйсен хушшинче пĕр-пĕриншĕн усăллă вăрах вăхăтлăх хутшăнусем йĕркелемеллине палăртрĕ.
- Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче сĕт пухакансем сĕте халăхран 17-18 тенкĕпе туянаççĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çырура килти хуçалăхсенчен паракан сĕт хакне тата пахалăхне патшалăх енчен йĕркелесе тăма хушрĕ. Ку ĕçе, паллах, Патшалăх ветеринари службипе муниципалитетсене явăçтармасăр пурнăçлаймăн. Сĕт пуçтаракансемпе заводсем килти хуçалăхсен сĕчĕн пахалăхĕ вăйра тăракан норматив требованийĕсене тивĕçтермест теççĕ. Пахалăхне кура - хакĕ. Çавăнпа та тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса тỹлемелле. Республика Пуçлăхĕ сĕт пахалăхне шута илсе килти хуçалăхсемпе продукцишĕн татăлмалли йĕркене кăçалхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕччен хатĕрлеме хушрĕ.
- Чăнах та ĕнтĕ, юлашки вăхăтра яла таврăнакансен йышĕ ỹссе пыни палăрать. Çамрăксем тăван тăрăхрах пурăнма тĕв тунипе аслисем те кăмăллă. Çамрăксене вăй илсе кайма пулăшу тем пек кирлĕ...
- Тĕрĕс, патшалăх политики шăпах çамрăксене пулăшас тĕллевлĕ те. 2014 çулта районта пурăнса ĕçлекен çынсен, çамрăк çемьесен тата специалистсен пурнăçне лайăхлатма 6,67 млн тенкĕ уйăрнă. Çамрăк çемьесене тата специалистсене 4,0 млн тенкĕ тивнĕ. Вунтăватă ял çыннине социаллă тỹ-левпе тивĕçтересси çинчен калакан свидетельство панă: 7 гражданина, 7 çамрăк çемьепе специалиста.
Пĕтĕмĕшле вара, 2003 çултан пуçласа федерацин "Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" тата "Ял территорийĕсене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен тăнăçлă аталантарасси" тĕллевлĕ программăсенчи мероприятисене пурнăçлама республикăна федераци бюджетĕнчен 1520,25 млн тенкĕ çитнĕ.
Çак тапхăрта ялти 4483 çемье хăйсене ята пурăнмалли кĕтеслĕ пулса тăнă, çав шутра 1589 çамрăк çемье тата специалист.
- Федерацин "Патшалăхăн 2020 çулчченхи ялхуçалăхне аталантарасси" программине улшăнусем кĕртни пирки пĕлтĕмĕр. Мĕн кĕтмелле-ши ял ĕçченĕсен?
- Малашлăх планĕсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвĕсене тĕпе хурса палăртса пурнăçламалла. Правительство агропромышленноçа укçа парса пулăшнипе пĕрлех уй-хир ĕçĕсене, инвестици проекчĕсене пурнăçланăран пулакан тăкака саплаштарма, ялхуçалăх рынокне йĕркелеме тăратнă пуçарусене каярахри тапхăра хăварма, ĕçченсене хамăр çĕршывра туса кăларакан техникăпа тивĕçтерме май паракан меслетсем хатĕрлеме палăртнă. АПК-на аталантарма федераци хыснинчен 50 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă.
Чăнах та, 2014 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче РФ Правительствин Постановленийĕпе килĕшỹллĕн "Патшалăхăн 2020 çулчченхи ялхуçалăхне аталантарасси" программине улшăнусем кĕртнĕ. Федераци программине тата 5 çумпрограмма хушнă.
Пахчаçимĕç ỹстерессине, çĕрулми вăрлăхне туса илессине, сĕт паракан шултра выльăха ĕрчетессине аталантарассипе тата ыттипе те çыхăннă мероприятисем çинчен калакан çумпрограммăсене пурнăçланă чухне тăкакланнин пĕр пайне тỹрремĕнех субсидилени _ çĕнĕлĕх.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, 2015 çулта паха вăрлăх туса илессин центрĕсене тата ялхуçалăх кооперативĕсене пурлăхпа техника никĕсне туса хума, анлăлатма тата çĕнетме грант пулăшăвĕ парĕç.
Программа тĕллевĕсенчен пĕри _ чикĕ леш енчи продукцие хамăрăннипе улăштарма çитес вăхăтрах майсем тупасси. Паян ỹсен-тăран çитĕнтерес тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен отрасльсен продукцийĕ потребитель рынокĕнче уйрăмах кирлĕ.
Çавăн пекех, Патшалăх программипе килĕшỹллĕн кашни регион тĕлĕшпе ялхуçалăх продукцине туса илмеллин индексне палăртнă, 2015 çулта вăл - 105,2 процент. Хĕрлĕ Чутай районне илес пулсан, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 9,0 пин тонна туса илмелле, çĕрулми - 16,4 пин тонна, выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк - 3,5 пин тонна, сĕт - 4,7 пин тонна. Раççей Федерацийĕн Правительствин 2014 çулхи сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен бюджечĕсене федераци бюджетĕнчен тивекен субсидисене йĕркелесси, парасси, пайласси çинчен" 999-мĕш постановленийĕпе килĕшỹллĕн субсиди илекенсемпе килĕшỹ тăваççĕ. Субсидипе усă курнине тỹрре кăлармасан, кăтартусене çĕнетсе лайăхлатмасан, субсидие бюджета каялла тавăрмалла пулать.
Пирĕншĕн ку питĕ пысăк яваплăх. Планланине пурнăçламалла кăна мар, ăна ирттерсе пурнăçлама тăрăшмалла.
Алина ОРИНОВА калаçнă.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики