09:56 31 июля 2015 г.
2012 çулта районта çĕнĕ йышши физкультурăпа спорт комплексĕн алăкĕсем яри уçăлсан спортпа туслашакансен йышĕ самаях ỹсрĕ. Уйрăмах хĕрлĕчутайсем бассейна çỹреме кăмăллаççĕ. Акă иртнĕ шăматкунхи Сывлăхпа спорт кунĕнче те ФСК-н бассейнĕнче халăх йышлă пулнă. Çапах та бассейнпа çыхăннă ыйтусем пур-ха пирĕн районта пурăнакансен. Уйăхсерен иртекен Пĕрлехи информаци кунĕсенче те "районти бассейнра ишме вĕренме пулать-ши?" йышши ыйтусене илтме пулать. Çак тата ытти ыйтусем çине "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕн директор çумĕ Юрий Бронюков хуравлама кăмăл турĕ.
- Юрий Анатольевич, чăнах та, спорткомплексра вырнаçнă бассейнра ишме вĕрентеççĕ-и?
- Вĕрентеççĕ. Бассейна çỹрекенсемпе ятарласа икĕ тренер-инструктор ĕçлеççĕ - Владимир Петрович Ярайкин тата Юрий Иванович Столяров.
- Апла пулсан, ишме вĕрентес тесен ачасене сирĕн пата илсе пымалла?
- Илсе пырăр, тархасшăн. Тулĕк кунта çакна палăртса хăвармалла. 7-8 çул тултарман ачасемпе ĕçлес тесен ятарлă специалист кирлĕ. Пирĕн кун пек специалист çук, çавăнпа та тренер-инструкторсем 7-8 çула çитнисемпе тата аслăраххисемпе çеç ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр ачасене ишме вĕрентес тесе ятарлă ушкăн пухасшăнччĕ, анчах та унта иккĕн çеç çырăннăран ушкăн ĕçлеймерĕ. Кăçал та сентябрьтен тытăнса çакăн пек ушкăн пухасшăн. 10-12 ача пухăнсан занятисене эрнере виçĕ хутчен ирттерĕç. Пĕр занятишĕн 30 тенкĕ тỹлемелле пулать. Тỹрех уйăхлăх абонемент илсе хума та май пур.
- 7-8 çултан кĕçĕнреххисене бассейна кĕртеççĕ-и?
- Паллах, кĕртетпĕр. Тулĕк аслисемпе пĕрле кăна. Сăмах май, çичĕ çул тултарманнисем бассейна тỹлевсĕрех çỹреме пултараççĕ. Ачасем валли шыв çинчи хỹтĕлев хатĕрĕсем пур пирĕн. Питех кăмăл тусан ашшĕ-амăшĕ çак хатĕрсене килтен те илсе килме пултарать.
- Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, вĕренỹ çулĕ вăхăтĕнче шкул ачисене физкультура урокĕсенче бассейна илсе çỹреççĕ?
- Çапла, 5-мĕш класран пуçласа эрнере пĕрре шкул ачисем ишев урокĕсене çỹреççĕ. Куншăн укçа тỹ-лемелле мар. Шел те, Хĕрлĕ Чутай шкулĕсĕр пуçне вĕренекенсене бассейна илсе килекен шкулсем çук. Шкулсенче автобуссем пур пулин те. Çак йăлана пур шкулăн та пурнăçа кĕртмелле тесе шутлатăп. Ишни çитĕнекен ăру сывлăхĕшĕн питĕ усăллă пулнине манас марччĕ.
- Халĕ, çуллахи кунсенче, бассейна çỹрекенсем пур-и?
- Пирĕн бассейн кашни кунах ĕçлет, шыва кĕрес кăмăллисене ирхи 9 сехетрен пуçласа каçхи 8 сехетчен йышăнатпăр. Каçхи 9 сехетре бассейн хупăнать. Çуллахи вăхăтра бассейна ытларах район хăнисем çỹреççĕ. Пирĕн пенсионерсем питĕ активлă пулнине те палăртмалла. Тỹлевлĕ майпа кунне бассейна 30-35 çын çỹрет. Унсăр пуçне районти спорт шкулне çỹрекенсемпе вĕренỹпе тренировка занятийĕсем иртеççĕ.
- Тавтапуç калаçушăн.
Алина КАРПОВА калаçнă.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики