АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Усал йăласемпе тачă çыхăнса кĕрешмелле

14:25 04 августа 2015 г.

Тунтикун район администрацийĕн наркотиксене хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, районти полици, суд приставĕсен уйрăмĕсен, тĕп больница, 23-мĕш номерлĕ аптека представителĕсем, вĕренỹ пайĕн специалисчĕсем хутшăннă.

Вĕсем районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекенсем, ял тăрăхĕсенче пурăнакансем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарас, ашшĕ-амăшне çамрăксемпе ĕçлеме, наркомание хирĕç кĕрешес ыйтусемпе иртекен çавра сĕтелсене, семинарсене явăçтарас ыйтусене сỹтсе явнă. Çавăн пекех аптекăсенче эмел тата наркотик упракан хатĕрсене çĕршывра палăртнă йĕркепе килĕшỹллĕн сутмаллине палăртнă.

Лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май комисси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене наркотиксене хирĕç кĕрешес тĕлĕшре халăхпа, обществăлла организацисемпе, сиплев учрежденийĕсемпе, йĕрке хуралçисемпе тата ыттисемпе тачă çыхăнса ĕçлеме хушнă тата туртмалли хутăшсене саракансене, наркотикла ỹсен-тăран çитĕнтерекенсене тупса палăртас, çакăнпа çыхăннă рекламăсене тĕп тăвас енĕпе лайăхрах ĕçлемеллине палăртса хăварнă.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика