АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Августăн 8-мĕшĕнче - Физкультурник кунĕ

08:21 07 августа 2015 г.

 - Кашни çулах август уйăхĕн иккĕмĕш шăматкунĕнче Физкуль-турник кунне паллă тăватпăр. Çавна май çĕршывра массăллă ăмăртусем, спорт фестивалĕсем ирттереççĕ. Хăш-пĕр чух çăмăл атлетика енĕпе е футболла выляссипе пысăк ăмăртусем те пулаççĕ. Спорт йăли-йĕркине эпир те, хĕрлĕчутайсем, лайăх тытса пыратпăр. Августăн 8-мĕшĕнче "Хастар" ФСК-ра Физкультурник кунне ирттерме палăртрăмăр. Уяв 10 сехетре уçăлĕ. Спорт уявне ял çыннисем хушшинче физкультурăпа спорт вăййисене сарас, вĕсен сывлăхне çирĕплетес, лайăх спортсменсемпе командăсене тупса палăртас тĕлĕшпе йĕркелетпĕр. Физкультурник кунĕнче шашка-шахмат, мини-футбол, перес, чупас, ишес, канат туртас тата ытти енĕпе те ăмăртусем пулĕç тата спорта кăмăллакан çемьесене палăртăпăр. Çавăн пекех çак кун районта _ Сывлăхпа спорт кунĕ. Ун чухне вара тỹлевсĕрех бассейнра ишме те, тренажер залĕнче сывлăха çирĕплетме те пулать. Пурне те уява хапăл тусах йышăнатпăр!

Александр САМСОНОВ, райадминистрацин культура, спорт тата архив ĕçĕн пай 

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика