08:27 28 августа 2015 г.
Сентябрĕн 2-мĕшĕнче "Пирĕн пурнăç" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн чупу иртет.
Улттăмĕш çул республикăра А.Николаев космонавт летчика халалласа эстафета чупăвĕ - Прессăн спорт фестивалĕ - иртет. Вăл икĕ тапхăрпа иртĕ: пĕрремĕш тапхăр - районта, "Пирĕн пурнăç" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн эстафета пулĕ, иккĕмĕш тапхăр - финал ăмăртăвĕ, ăна сентябрĕн 5-мĕшĕнче тĕп хуламăрта "Советская Чувашия" хаçат парнисемшĕн ирттерме палăртнă. Эстафетăн пĕрремĕш тапхăрне тивĕçлипе йĕркелесе ирттерес тĕллевпе район администрацийĕн культура, спорт тата архив ĕçĕсен пайĕ "Пирĕн пурнăç" хаçат редакцийĕпе тата "Хастар" спорт комплексĕн администрацийĕпе канашласа положени çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн, сентябрĕн 3-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салин Тĕп стадионĕнче эстафета чупăвĕ иртет. Ăна савăнăçлă лару-тăрура 14 сехет те 30 минутра уçĕç. Ăмăрту 15 сехетре пуçланать.
Эстафета çак ушкăнсемпе иртет:
1 "Спорт çемйи". Пĕрремĕш ушкăна ашшĕпе амăшĕ тата сакăр çул тултарман ача хутшăнать. Арçынсем 400 метр чупаççĕ, хĕрарăмсем - 300, ачасем - 100. Иккĕмĕш ушкăна 14 çул тултарман ачаллă ашшĕ-амăшĕ хутшăнать. Ку тапхăрта арçынсен 400 метр чупмалла, хĕрарăмсен - 200, ачасен - 200.
2 "Спорт ветеранĕсем". Ку ушкăнта предприятисен, ял тăрăхĕсен командисем ăмăртаççĕ. Команда пилĕк çынран тăмалла: виçĕ арçынпа (45 çул е аслăрах) икĕ хĕрарăм (40 çул е аслăрах). Вĕсен пурин те 400 метрлă дистанцие парăнтармалла.
3 "Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем". Команда йышĕ ултă çынран (виçĕ каччăпа виçĕ хĕр) тăрать: пурте 400 метршар тупăшаççĕ.
4 "Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсем". Командăра сакăр çын (тăватă каччăпа тăватă хĕр) пулмалла. Вĕсем 400 метршар чупаççĕ.
5 "Хĕрарăмсен ушкăнĕ". Предприятисемпе организацисен, учрежденисен ушкăнĕсем те 400 метршар ăмăртаççĕ. Ушкăнра виçĕ çын пулмалла.
6 "Арçынсен ушкăнĕ". Кунта та предприятисемпе организацисен, учрежденисен ушкăнĕсем хутшăнаççĕ. Йыш виçĕ çынтан тăрать, пурте 400 метршар чупаççĕ.
7 "Ял тăрăхĕсен пĕрлештернĕ ушкăнĕ". Йышра виçĕ арçынпа икĕ хĕрарăм пулмалла, вĕсем 400 метршар тупăшаççĕ. Тĕп услови - командăри çынсен пурин те ял тăрăхĕсенче регистрациленмелле.
8 "Тĕп ушкăнта" предприятисемпе организацисен, вĕренỹ учрежденийĕсен ушкăнĕсем (йышра виçĕ арçынпа икĕ хĕрарăм пулмалла) хутшăнаççĕ. Хĕрарăмсен те, арçынсен те 400 метршар чупмалла.
9 "Патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ушкăнĕсем". Команда пилĕк çынран тăмалла: виçĕ арçынпа икĕ хĕрарăмран. Вĕсен пурин те 400 метрлă дистанцие парăнтармалла.
Ушкăнсенче пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене йышăннисене дипломсемпе чыслĕç. Çавăн пекех фестивалĕн спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакансем район хаçатĕнче пĕр хутчен тỹлевсĕр пĕлтерỹ е салам пичетлеме май паракан купона тивĕç пулĕç. Çĕнтерỹçĕ командăсем район администрацийĕн парнисене тивĕçĕç.
Редакци.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики