08:04 06 сентября 2015 г.
Кĕрхи йĕпе çанталăка пăхмасăр шăматкун тăватă пине яхăн çын Шупашкарти "Олимпийский" стадиона пухăнчĕ.
77-мĕш хут пухăнчĕç сентябрĕн 5-мĕшĕнче спорта юратакансем "Советская Чувашия" хаçат парнисемшĕн иртнĕ прессăн спорт фестивальне - çăмăл атлетика чупăвне. Асаилтеретпĕр, фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕ районсенче иртрĕ. Пирĕн районта вăл сентябрĕн 2-мĕшĕнче пулчĕ, ун чухне спортсменсем район хаçачĕн парнисемшĕн тупăшрĕç. Спорт фестивалĕн районти тапхăрĕнче çĕнтернисене шăматкун "Олимпийский" стадионта курма пулчĕ.
Çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Раççейри çăмăл атлетсен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ, Олимп чемпионĕ Юрий Борзаковский, РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, СССР-ăн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Владимир Воронков, "Советская Чувашия" хаçатăн генеральнăй директорĕ - тĕп редакторĕ Владимир Васильев тата ыттисем хутшăнчĕç. Эстафета VIP-чупуран пуçланчĕ - 400 метр тăршшĕне республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, министерствăсемпе ведомствăсен ертỹçисем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, паллă спортсменсем чупрĕç. Палăртма кăмăллă, асăннă йышра пирĕн район пуçлăхне Александр Степанова тата райадминистраци пуçлăхне Александр Башкирова курма пулчĕ.
Ăмăртусем пурĕ 16 ушкăнпа иртрĕç. Вĕсенчен тăваттăшĕнче пирĕн район спортсменĕсем те ăмăртрĕç. Савăнсах пĕлтеретпĕр, "Ял тăрăхĕсен пĕрлештернĕ командисем" ушкăнта атнарсем 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕç. Хусанушкăнь шкулĕн команди пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 11 шкул хушшинче 8-мĕш вырăн йышăнчĕ, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн команди вăтам шкулсенчен çитнĕ 43 ушкăн хушшинче - 19-мĕш вырăн. Район администрацийĕн команди те хăйне лайăх енчен кăтартма пултарчĕ, 26 команда хушшиче 10-мĕш вырăна тухрĕ.
Чăваш Енĕн паллă ывăлне - Андриян Николаев летчик-космонавта - халалланă спорт фестивальне район хаçачĕн тĕп редакторĕ Алина Оринова ертсе пынă делегаци те çитсе курчĕ. Пĕтĕм республикăри спорта юраткансене пĕрлештерекен фестиваль чăннипех (чарăнми çумăра пăхмасăр!) пурне те савăк кăмăл парнеленине тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр эпир. Ан тив, пурте мала тухаймарĕç: чи кирли, чи пахи - пирĕн хушăра спорта юратакансем, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем чылай пулни. Вĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе ыттисене те спортпа туслашма чĕнеççĕ. Çĕнтерỹсем вара пирĕн - малта!
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики