10:04 13 сентября 2015 г.
Михаил Егорович Аливанкин, Хĕрлĕ Чутай сали, ĕç ветеранĕ:
- Эпĕ халиччен пĕр суйлавран та юлман. Кăçалхи суйлава та хаваспах хутшăнатăп. Республика Пуçлăхĕ, район пухăвĕн, ял тăрăхĕн депутачĕсем пулма тăратнă кандидатсемшĕн сасăламаллах. Мĕншĕн тесен паянхи кунран пирĕн ыранхи пурнăç мĕнле пуласси килет. Çавăнпа та суйлава хутшăнасси кашни гражданинăн тивĕçĕ тесе шутлатăп. Суйлавра пултаруллă, хастар, халăх ыйтăвĕсене туллин татса пама пултаракан кандидатсем çĕнтерессе шанатăп.
Михаил Замуткин, Серенкасси ялĕ, ЧПУ студенчĕ:
- Паян кашниех пирĕнтен Конституци панă ирĕке - Чăваш Ен пулас пуçлăхне, район пухăвĕн, ял тăрăхĕн депутачĕсем пулма тăратнă кандидатсене суйлас ирĕке пурнăçа кĕртме пултарать. Эпĕ те паян суйлав участокне кайса хама кăмăла каякан, яваплăха туйса ĕçлекен çынсемшĕн сасăларăм. Эп суйланă кандидатсем республикăшăн, районшăн тивĕçлĕ утăмсем тума пултараççех тесе шутлатăп.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики