09:20 29 октября 2015 г.
Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Петр Васильевич Ивантаев кун çути кăтартнă "Возвращение к истокам" кĕнекене пахаларĕç.
Кĕнеке авторĕ - республикăмăрта пурте пĕлекен чи хисеплĕ те хастар çын. Петр Ивантаев - ял-хуçалăх, производство, влаç тытăмĕн чи пултарулă ертÿçисенчен пĕри пулнă. Халĕ - Чăваш наци конгресĕн Президенчĕн çумĕ, агропромышленность ветеранĕсен Союзĕн ертÿçи.
Ку кĕнекене çырма вăл пилĕк çул каялла пуçăннă. Хăй каласа панă тăрăх, çакна тума ăна хăй çуралса ÿснĕ Хĕрлĕ Чутай райончи Сорăм ялĕ пĕчĕкленсех пыни, унăн пуян историйĕ çинчен ниçта та çырманни хистенĕ. Вăл тăван ялĕпе çыхăну нихăçан та татман.
Çĕнĕ кĕнекене пахалама зал тулли халăх пуçтарăнчĕ: ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, унăн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев, президиум пайташĕсем, авторăн Хĕрлĕ Чутайран килнĕ ентешĕсем, ентешлĕх пайташĕсем, çыравçăсем, таврапĕлÿçĕсем, артистсем тата ытти пултарулă çынсем пулчĕç кунта.
Уява Петр Ивантаевпа пĕр ялта çуралса ÿснĕ Земфира Яковлева ертсе пыракан "Çĕньял" фольклор ушкăнĕн юррипе пуçларĕç.
Кĕнеке хăтлавне ЧНК президиумĕн пайташĕ, информаципе ĕçлекен комитет ертÿçи, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн сотрудникĕ Алексей Петрович Леонтьев йĕркелесе пычĕ.
Чăн та, хăйсен ялĕн историйĕ çинчен çыракансем юлашки вăхăтра чылай. Ку вăл паха пулăм. Апла чăваш ялĕсем пуçланса кайни, пулни-иртни, çынсен шăписем манăçмĕç, çитес ăрусем валли сыхланса юлĕç. Çакăн çинчен кĕнеке пахалама пуçтарăннисем пурте тенĕ пекех çирĕплетрĕç.
"Возвращение к истокам" кĕнекере Петр Васильевич Ивантаев Сорăм ялĕн историне архивсенче питĕ тĕплĕн тĕпчесе, документсемпе çирĕплетсе, сăн ÿкерчĕксемпе илемлетсе çырса кăтартнă. Кĕнекере çак ялта пурăнакан чылай паллă çемье йăх-тымарĕн историйĕ те вырăн тупнă.
Уявра кĕнекен пахалăхне çирĕплетсе чылай сумлă çынсем тухса калаçрĕç: çĕнĕ ĕçĕн умсăмахне çырнă Алексей Кряжинов çыравçă тата журналист, Евгений Ерагин таврапĕлÿçĕ, темиçе кĕнеке авторĕ Иван Алексеев, Анатолий Кипеч çыравçă, профессилле писательсен Союзĕн ертÿçи Сергей Павлов, ял - хуçалăх ветеранĕ, Муркаш район пуçлăхĕнче тăрăшнă Иван Вязов тата ыттисем те.
ЧНК Президенчĕ Николай Федорович Угаслов Петр Ивантаева сумлă кĕнеке калăпланăшăн тав турĕ, малашне те çапла хастар та пултарулă пулма ырлăх-сывлăх сунчĕ.
- Ку кĕнекене автор ĕç çыннине хисеплесе, пур пулăма та чĕри витĕр кăларса çырни туйăнать, - терĕ паллă çыравçă тата куçаруçă Порфирий Васильевич Афанасьев.
- Паллах, ял-хуçалăхĕ юхăнни, пире, ялтан тухнă çынсене, пурне те пăшăрхантарать. Петр Ивантаевăн та уншăн чунĕ ыратать. Вăл халăха, çĕре юратни çак кĕнекере уçăмлăн курăнать,- палăртрĕ искусствоведени докторĕ, академик Алексей Трофимов.
Чăваш наци конгресĕн Ваттисен Канашĕн председателĕ Василий Яковлевич Шадриков "Возвращение к истокам" кĕнекене автор экономика никĕсĕ çине тайăнса, çĕр-шывра пулса иртнĕ пулăмсемпе çыхăнтарса, анлă пĕтĕмлетÿсем туса çырнине асăнчĕ. Çĕнĕ кĕнекене пахалама пухăннисене вăл хамăрăн пуян историне малалла та тĕпчеме, унпа мухтанма тата çамрăксене ыррине кăна вĕрентсе пыма чĕнсе каларĕ.
Уява "Çĕньял" фольклор ушкăнĕ тахçан Сорăм ялĕн çыннисем юрланă юрри - ташшипе илемлетрĕ. Хăй вăхăтĕнче вĕсене паллă фольклорист Земфира Кузьминична Яковлева тăван ялĕнче çырса илнĕ.
ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
Первоисточник: Чaваш наци конгресe