10:45 26 ноября 2015 г.
Ноябрĕн 25-мĕшĕнче Тралькассинчи Культура çуртĕнче "Чи пултаруллă асанне -2015" конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Ăна çывхарса килекен Амăшĕн кунне халалларĕç. Хальхинче сцена çине хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма Атнар, Ачкасси, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕсенчи асанне-кукамайсем тухрĕç.
Мĕн тери маттур та пултаруллă асаннесем пурăнаççĕ пирĕн районта, ташласа-юрлама та, тутлă апат пĕçерме те, мăнукĕсемпе пĕр чĕлхе тупма та пĕлеççĕ вĕсем. Акă Атнар ял тăрăхĕнче пурăнакан Галина Андреевна Индейкина - виçĕ ача амăшĕ, вĕсем ỹссе çитсен тата тăватă ачана усрава илнĕ. Халĕ Галина Андреевна хăйĕн тăватă мăнукĕ пурришĕн те савăнать. Купăс калама та пĕлет маттур асанне, мăнукĕсене те пĕчĕклех ташша-юрра хăнăхтарать. Тутлă апат пĕçерме те ăста вăл, конкурса хатĕрленнĕ май шаркку та пĕçернĕ, уйран та уçланă, услам çу та хатĕрленĕ... Ахальтен мар пулĕ жюри Галина Андреевна Индейкинана "Ỹркенмен ĕçчен асанне" ят парса чысларĕ.
Ишеккасси ялĕнче пурăнакан Галина Аврамовна Тверскова вара конкурсра Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн чысне хỹтĕлерĕ. Галина Аврамовна - виçĕ ача амăшĕ, унăн 5 мăнук. Тĕрлеме, юрлама ăста асанне-кукамай вăл. Конкурса кăпăклă чăваш сăрине, чăкăтпа хуплу хатĕрлесе килнĕ. Макăракан мăнукне мĕнле лăплантарса çывратса ямаллине те пĕлет: "Ĕлĕк ун пек чух ачасене ыраш çăкринчен хатĕрленĕ ĕмкĕч хыптарнă-ха, халĕ вара пĕчĕк ачасене "пустышка" параççĕ, унăн сиенĕ çинчен те шухăшласах каймаççĕ", - терĕ Галина Аврамовна конкурса ертсе пыракан Юлия Мареева ыйтăвĕ çине хуравланă май. Сăпка юррине те юрласа кăтартрĕ. Галина Тверскова "Куракансен кăмăлне кайнă" асанне ята тивĕçрĕ.
Ачкасси ял тăрăхĕнчи Галина Николаевна Ямброськина та тĕрлеме, алĕç тума ăста. Унăн илемлĕ ĕçĕсене сцена çине илсе тухсах кăтартрĕç. "Эпĕ - виçĕ ача амăшĕ, пирĕн ултă мăнук, тата тепĕр мăнук çураласса та кĕтетпĕр-ха", - терĕ Галина Николаевна хăйĕнпе паллаштарнă май. Юратнă мăнукĕсем валли апат хатĕрлесен турилкке çине хăйне евĕрле илемлетсе хунине пĕлтерчĕ вăл. Сăмах май, Галина Николаевна конкурса хатĕрлесе килнĕ апат-çимĕçе сцена çине пĕр харăс пилĕк çын йăтса тухрĕ. Галина Ямброськина пирки сцена ăсти тесе калама та пулать пулĕ, вăл тăтăшах районта иртекен тĕрлĕ конкурс-фестивальсене хутшăнать. Асаннесен конкурсĕнче вара куракансене шỹтлесе кăтартрĕ, чунтанах култарчĕ. Жюри Галина Ямброськина "Чи пултаруллă асанне" номинацие тивĕç тесе йышăнчĕ.
Каласа хăварас килет, пур енчен те маттур асанне-кукамайсем çак шухăша палăртрĕç: анне пулмасăр, паллах, асанне пулаймăн, çапах та асанне-кукамайсем мăнукĕсене ачисенчен ытларах юратаççĕ тени тĕрĕсех.
Виçĕ ял тăрăхĕнчен килсе çитнĕ асаннесем ноябрĕн 30-мĕшĕнче иртекен "Чи пултаруллă асанне-2015" конкурсăн районти тапхăрне хутшăнĕç.
Асаннесем конкурсăн черетлĕ ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленнĕ хушăра Зинаида Чернова, Олеся Митрякова, Александр Быков юрăçсем, Атнар тата Ачкасси ял тăрăхĕсен пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен ташши-юррисемпе савăнтарчĕç.
"Чи пултаруллă асанне-2015" конкурса хутшăннă пур асанне-кукамая та вара ачисемпе мăнукĕсен юратăвĕпе пархатарне сунас килет, сирĕн пултарулăхăр ан иксĕлтĕр, малашлăхăр çутă та телейлĕ пултăр.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики