АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Халăха йышăнĕç

11:32 27 ноября 2015 г.

Декабрĕн 1-мĕшĕнче "Единая Россия" политика партийĕн пĕрлехи йышăну кунĕ пулать. Çавна май райадминистрацинче, райпо çуртĕнче, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче халăха йышăнĕç.

Унта асăннă партин членĕсем - Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.М.Павлов, район пуçлăхĕсем, район тата ял тăрăхĕсен Пухăвĕсен депутачĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнса ял çыннисен тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса пама пулăшĕç. Палăртатпăр, декабрĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.М.Павлов хăйĕн йышăну пỹлĕмĕнче (райпо çуртĕнче) район пуçлăхĕпе А.Ю.Степановпа 8 сехетрен пуçласа 12 сехетчен халăха йышăнĕç, вĕсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшĕç, "Единая Россия" партин вырăнти секретарĕ А.В.Башкиров район администрацийĕнче 9-15 сехетсенче йышăнĕ. Ачкасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче халăха çав кун - 10 сехетрен пуçласа 14 сехетчен, Атнарпа Кив Атикасси тăрăхĕсен администрацийĕсенче - 13-16 сехетсенче, ытти ял тăрăхĕсенче вара - 9 сехетрен пуçласа 12 сехетчен йышăнĕç.

Çавăн пекех çитес ытларикун "Единая Рос-сия" парти Председателĕн Д.А.Медведевăн Чăваш Республикинчи Общество пỹлĕмĕнче те халăха хăйсен ыйтăвĕсемпе 10 сехетрен пуçласа 18 сехетчен йышăнаççĕ. Адресĕ: Шупашкар хули, Ленинград урамĕ, 32-мĕш çурт. Ыйтусене маларах та пама юрать: телефон номерĕ - (8352) 62-25-56, скайп - EdRos21.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика