14:11 30 декабря 2015 г.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем, обществăлла корреспондентсем, пичет ветеранĕсем, районти почта уйрăмĕсенче тăрăшакансем!
Сире çĕнĕ çул ячĕпе тата Сурхури уявĕпе мĕнпур кăмăлтан саламлатпăр. Çывхарса килекен 2016 çул ырри çумне ыррине хуштăр, кашни валли ăнăçу, иксĕлми телей, пысăк савăнăç, тăнăçлăхпа канăçлăх илсе килтĕр. Çĕнĕ çул пуриншĕн те ырă-ырă, çутă та таса, чăнласах илемлĕ те телейлĕ, тулли те малашлăхлă пултăр, шухăш-ĕмĕтĕрсем, тĕллевĕрсем, шанчăкăрсем пурнăçланччăр. Çĕнĕ çул ячĕпе!
"Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн редакцийĕ.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики