08:56 19 апреля 2016 г.
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе
Эс – чун пахи, эс – чун уççи.
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе
Пин чĕлхерен чи çепĕççи!
Тăван чĕлхе – халăхăн ĕмĕр сÿнми ăс-тăн чечекĕ. Пурнăçра ăру хыççăн ăру иртет, пĕр ăру çухалать, тепри çуралать, вĕсен пурин те ăс-пуç пуянлăхĕ чĕлхере упранса юлать.
Питĕркассинчи вăтам шкулта «Янăра чăваш сăвви – юрри!» сăвă вулакансен фестивалĕ иртрĕ.
Уява чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Людмила Жукова уçрĕ. Ачасене тăван чĕлхепе литературăна юратма, хисеплеме, тăрăшса вĕренме сĕнчĕ.
Уява пуçтарăннисем Питĕркассинчи ялти вулавăш ертуçи Оксана Мидушкина йĕркеленĕ «Чăваш чĕлхи! Илемлĕ те пуян эсĕ» кĕнекесен тата кĕçĕн классене вĕрентекенсем хатĕрленĕ ал – ĕçсен куравĕсемпе паллашрĕç.
Уява вĕренекенсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем чăваш юррисене шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç, тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç. Уйрăмах шкул çулне çитмен ачасем, 1, 3, 5 класра вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç. 5 класри Олег Быков купăс каласа юрă юрлани пурин кăмăлне те çĕклерĕ. 7 класри Евгений Хохловпа 9 класра вĕренекен Анжелика Огонькова Яков Ухсайăн сăввисене ăста шăрантарса пани уяв каçне илемлетрĕ.
Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ фестиваль савăнăçлă иртрĕ.
Фоторепортаж
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
Первоисточник: МБОУ "Питеркинская СОШ" Красночетайского района