АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Иван Хораськин: "Владимир Путин пĕлтерĕшлĕ темăсене хускатрĕ"

15:56 01 декабря 2016 г.

Иван Лаврентьевич ХОРАСЬКИН, 1992-1997, 2005-2010 çулсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнче вăй хунă:

- Владимир Путин каланинчен чи малтанах мана çакă килĕшрĕ: "Пирĕн çитĕнỹсем нумай, анчах та çитменлĕхсем те пур, вĕсене пĕтерес тесен пирĕн пĕрлешсе ĕçлемелле", - терĕ Президент. Пурте пĕрле тăрăшсан кăна эпир хамăрăн экономикăна лайăхлатма пултарăпăр.

Çĕршыв ертỹçи çавăн пекех сывлăх сыхлавĕ çинче те чарăнса тăчĕ, больницăсенчи пысăк черетсене пĕтерес тесен тухтăрсене компьютер умĕнче ларса тĕрлĕ отчетсем тăвассинчен хăтармалла терĕ. Эпĕ хам та район больницинче тăтăшах çакăн пек ỹкерчĕк куркалатăп - тухтăрсем компьютерпа хăйсен ĕçĕсене туса пĕтерессе кĕтсе кăритурта ларма тивет. Врачсене чирлисене сыватма майсем ытларах туса памалла.

Вĕрентỹ темине сỹтсе явнă май Владимир Владимирович çивĕч ăслă, пултаруллă ачасене аталанма условисем туса памалли пирки каларĕ. Пултаруллă ачасемпе, чăнах та, ытларах ĕçлемелле, пирĕн районта вара ку ĕç пулсах пымасть тесе шутлатăп. Калăпăр, районти шкулсенче вĕренекенсем республика шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнаççĕ, анчах та вĕсен тĕп хулана автобуспа хăйсен укçипе каймалла. Вĕрентекенсем те яланах вĕсемпе пĕрле каймаççĕ. Ман шутпа ача мĕнле предметпа олимпиадăна хутшăнать, çав учителĕн унпа пĕрле каймалла, пулăшмалла, хавхалантармалла.

Ялхуçалăх темине те тимлĕх уйăрчĕ Владимир Путин. Малтан ялхуçалăхĕ "хура шăтăк" пулнă пулсан, халĕ вăл ăнăçлă аталанса пынине, унăн экспорчĕ хĕç-пăшал сутнинчен те пысăкрах тупăш панине палăртрĕ. Ялхуçалăх ĕçченĕсем хисепе тивĕçлĕ пулнине каларĕ.

Çĕр ĕçченĕсен кăтартăвĕ нумай чухне çанталăк мĕнле пулнинчен килет, анчах та вĕсем ниме пăхмасăр, вăй-халне шеллемесĕр ĕçлеме, продукци туса илме тăрăшаççĕ, çавăнпа та пирĕн ял халăхне тар тăкса ĕçленĕшĕн мухтамалла кăна.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика