09:35 08 декабря 2016 г.
Паянхи çамрăксене йăхран йăха куçса пыракан чăваш йăли-йĕркисене, тăван чĕлхене упрама вĕрентес шутпа декабрĕн 7-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ "Чи пултаруллă хăтапа тăхлачă" конкурс йĕркелесе ирттерчĕ.
Районти Культура çуртĕнче иртнĕ конкурса пурĕ виçĕ хăтапа тăхлачă хутшăнма кăмăл тунă. Акă Яманкассинчи Серафима Денисова конкурса хăйĕн хăтипе Николай Даниловпа хутшăнма шутланă. Атнар тăрăхĕнчен вара Галинăпа Александр Индейкинсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Мăн Этмен тăрăхĕнчи Галинăпа Владимир Кукушкинсем те сцена çине кăмăлпах тухрĕç.
Хăтасемпе тăхлачăсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ майпа кăтартрĕç: куракансене хăйсемпе паллаштарчĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç, чăваш апат-çимĕçĕпе сăйларĕç, ăс-тăн ăмăртăвĕнче те палăрчĕç.
ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев ертсе пыракан жюри "Чи пултаруллă хăтапа тăхлачă-2016" ята Атнарти Индейкинсем çĕнсе илнине пĕлтерчĕ. Вĕсем чи малтанах юрлама ăста пулнипе тата хăнасем валли тем тĕрлĕ апат-çимĕç: шăрттан, хуран кукли, ĕне ырри, чăкăт, çĕрулмипе уйран, çăмарта хăпартни тата ыттине те - хатĕрленипе асра юлчĕç.
Конкурса хутшăннисем пурте Дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.
Палăртса хăвармалла, асăннă конкурс чăннипех тĕрлĕ ỹсĕмри çынсене пĕрлештерчĕ. Конкурса илемлĕ чăваш чĕлхипе ертсе пыракансем те - Мишеркасси шкулĕн вĕрентекенĕ Светлана Храмова, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Андрей Терентьев тата Анжелика Огонькова - чăваш çи-пуçĕпе килĕшỹллĕн курăнчĕç. "Пилеш" ача садне çỹрекенсем Елена Сармандейкина ертсе пынипе чăваш ташшине парнелерĕç. Районти ытти пултаруллă ташă-юрă ăстисем те сцена çине тухса уява илемлетрĕç.
Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмне ерте пыракан Юлия Мареева тăрăшнипе районта юлашки вăхăтра тăтăшах тĕрлĕ конкурссем иртеççĕ. Çак мероприятисене ватти те, вĕтти те хутшăнать, çитĕнекен ăру тăван чĕлхен, ташши-юррин пуянлăхне чунпа туять.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики