АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мускавра та Чутай тумне тивĕçлипех хакларĕç

15:15 06 февраля 2017 г.

 
         Мускавра та Чутай тумне тивĕçлипех хакларĕç

 

 

Раççей тĕп хулинчи Кремль Керменĕнче нарăсăн 3-мĕшĕнче «Шедевры русской музыки – малым городам и селам России» ыр кăмăллăх концерчĕпе «София – 2017» фестиваль уçăлчĕ. Раççей халăх артисчĕ, Çĕршыври чи вăйлă бас саслă хăватлă юрăç, Мускаври Пысăк театр солисч, Раççей халăх артисчĕ Владимир Маторин халăхра анлă сарăлнă юрăсене, романссемпе опера арийĕсене мăнаçлăн юрларĕ.

Мĕн тери пысăк культура шайĕ! Эпир хускалмасăр, куçа сцена çинчен илмесĕр тимлĕн сăнаса лартăмăр. Виçĕ сехет ытла пынă концерт та хăвăрт иртсе кайнăн туйăнчĕ. Палăртма кăмăллă, Тăван Çĕр-шывăн 150 регионĕнчен килнĕ ытти халăх та кăмăллă юлчĕ.

Мускаври Кремль Керменĕнчи çак концерта Чăваш наци Конгресĕн Хĕрлĕ Чутайри уйрăмĕн хастарĕсем те хутшăнчĕç. Ушкăнра тĕрлĕ ÿсĕмрисем тата тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем пулчĕç. Сăмахран, «Чутай пики – 2016» конкурс çĕнтерÿçи, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта кадет класĕнче вĕренекен Татьяна Мурайкина, «Чутай Нарспийĕ – 2015» конкурс çĕнтерÿçи,  Республикăри культура училищин хореографи уйрăмĕнче вĕренекен Ирина Романова, шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, икультура ĕçченĕсемпе пултаруллăх çул-йĕрĕнче тивĕçлĕ вырăн тупнисем, ял хуçалăх ĕçченĕсем.

Курса – илтнисем ĕмĕрлĕх асра юлĕç терĕç вĕсем пысăк хăпартланупа. Ушкăпа та, уйрăмшарăн та асăнмаллăх сăн ÿкерттерни те вырăнлă пулчĕ.

Эпир, Чутайсем Мускава наци тумĕпе кайнин пĕлтерĕшĕ те пысăк пулчĕ. Кремльти Кермене кĕрес умĕн тĕрĕслев витĕр тухнă чухне те, шала кĕрсе пальто-тумтирсене хывсан та пирĕн чăваш тумĕ тÿрех аякран килнисене тыткăнларĕ. Кам-кам пырса паллашмар-ши тата тĕрлĕ халăх çыннисемпе сăн ÿкерĕнтĕмĕр.

- Эсир ăçтан килнĕ-ши кун пек чаплă та илемлĕ тумсемпе,- теççĕ пирĕн çине тинкерсе. Хăшĕ-пĕри тенкĕсене тытса пăхать, теприсем кĕпе аркинчи тĕрĕсемпе кăсăкланаççĕ.

Эпир паллах, мăнаçлăн, хамăр Чăваш Республикинчен килни çинчен, Хĕрлĕ Чутай тумĕн историйĕпе паллаштартăмăр.

Хăш-пĕрисем вара «Бурановские бабушки» теме те пăхрĕç.

Пĕтĕмĕшле Владимир Маторинăн Кремльти ыр кăмăллăх концертне курма пынисем Чутай тумне тăхăннă хĕрсене ирĕккĕн утма та памарĕç. Пирĕн наци тумĕ тĕрлĕ регионтан килнисене килĕшни, пире çак пуянлăха упрама тата паянхи пурнăç саманинче ун пĕлтерĕшне çÿллĕрех шая çĕклессипе тĕллевлĕ ĕçлеме хавхалантарчĕ.

 

Юлия Мареева, ЧНК Хĕрлĕ Чутайри уйрăмĕн ертÿçи.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Первоисточник: Чувашский национальный конгресс

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика