АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Таврапӗлӳҫӗсем чӑваш халӑхӗн календарьне хатӗрлесшӗн

14:31 27 марта 2017 г.

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ӗнер Таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗ пухӑнчӗ. Сӑлтавӗ те пурччӗ — ӑна Таврапӗлӳ кунне халалласа ирттерчӗҫ.

Тӗп ыйтусен йышӗнче иккӗ пулчӗ: «Чемен карти» таврапӗлӳпе туризм центрӗнчи ӗҫсемпе паллашасси тата чӑваш халӑхӗн кунталӑкне (календарьне) хатӗрлесси. Пӗрремӗш ыйтупа таврапӗлӳҫӗсен ертӳҫи Сергей Сорокин тухса калаҫрӗ. Паянхи кун тӗлне мӗн туни пирки, мӗн тӑвас шутли ҫинчен пӗлтерчӗ. Сӑмахран, «Чемен картинче» ҫывӑх вӑхӑтра музей хӑйӗн алӑкне уҫмалла иккен. Сергей Лазаревич музейе пулӑшма ыйтрӗ — авалхи почта ӗҫне ҫутатакан япаласем сахалтарах.

Чӑваш халӑхӗн кунталӑкне те сӳтсе яврӗҫ. Сӑмахран, Виталий Петрович Станьял вӑл мӗнлерех пулмалли пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ. Унашкал кӗнеке кашнин килӗнче сӗтел ҫинче выртмалли ҫинчен каларӗ.

Ҫавӑн пекех таврапӗлӳҫӗсем Ленин мавзолейӗ пирки те заявлени йышӑнчӗҫ. Владимир Ильичӑн юнӗнче чӑваш юнӗ те пулнӑран мавзолей тавра тухакан калаҫусем пирӗн халӑха та пырса тивни пирки каларӗҫ, Ленин ӳтне мавзолейрах хӑвармалли ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Аçтахар Плотников

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Первоисточник: Союз чувашских краеведов

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика