11:11 25 апреля 2017 г.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш тĕнчишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв. Шăпах ҫак кун 1848-мĕш ҫулта чӑваш халӑхне ҫутта кăлараканĕ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă.
И.Я. Яковлев тĕрлĕ вăхăтра Чӗмпӗр гимназийӗнче, Хусан университетӗнче вӗреннӗ, чӑваш шкулӗн инспекторӗнче, Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ.
Унăн тăван халăх пуласлăхĕшĕн, ҫутă малашлăхĕшĕн тунă пархатарлă та сăваплă ĕҫĕсем историре ылтăн саспаллисемпе ҫырăннă. Хăйĕн пĕтĕм чун хавалĕпе Иван Яковлевич килекен ăрусемшĕн тăрăшнă. Паян эпир унăн «ҫимĕҫĕпе» ырă куратпăр, унран тĕслĕх илетпĕр.
Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕн хушĕвĕпе килĕшӳллĕн Иван Яковлев ҫуралнă кун, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхин кунне уявлама йышăннă.
Пурне те уяв ячĕпе!
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь») Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики