АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Июнĕн 12-мĕшĕнче – районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ

00:00 12 июня 2008 г.

Кăçалхи июнĕн 12-мĕшĕнче районта ĕçпе юрă тата спорт уявĕ иртет. Вăл çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленнĕ ятпа “Чавал” уçланкинче пулать. “Акатуй” уявне кăçалхипе 56-мĕш хут йĕркелеççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене районти “Акатуйччен” вырăнта ĕçпе юрă тата спорт уявĕсем ирттерме хушнă. Вĕсенче малта пыракансене чыслассине йĕркелемелле, юрă-ташă ăстисен пултарулăхĕпе паллаштармалла.

Уява çÿллĕ шайра хатĕрленсе ирттерме йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Ăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ А.П.Самылкин ертсе пырать. Мероприятисен планне туса хатĕрленĕ, уявшăн яваплă çынсене çирĕплетнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика