АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш Ене Д.Медведев виççĕмĕш хут килчĕ

00:00 09 августа 2008 г.

Августăн 6-мĕшĕнче, каç кулĕм РФ Президенчĕ Д.А.Медведев Шупашкара Мускавран таврăннă хыççăн Чăваш Ен Президенчĕпе Н.В.Федоровпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.

Калаçура пирĕн республикăра пурнăçа кĕртме палăртнă культурăпа социаллă программăсен чылай ыйтăвне хускатнă. Раççей Президенчĕ “вулассин ырă йĕркисене” тепĕр хут чĕртсе тăратасси çинчен каланă. “Çынсем ытларах кĕнеке вулаччăр тесен библиотекăсен сечĕ кирлĕ”, – тенĕ вăл. Чăваш Енĕн ку енĕпе пысăк опыт пуррине палăртнă: республика тĕслĕх вулавăшсем уçас енĕпе чылайранпа тата тăрăшуллă ĕçлет. Çавăнпа та – “Чăвашсен опычĕпе усă курса библиотекăсене пирĕн паянхи куна тивĕçтермелле тумалла”.

Чăваш Ен Президенчĕ Н.В.Федоров юлашки виçĕ çулта республикăра 500 тĕслĕх библиотекăн сетьне йĕркеленине, пурне те компьютерсемпе тивĕçтернине, Интернетпа çыхăнтарнине, вĕсенче “кăмăл-сипет хаклавĕллĕ çĕнĕ информаци технологийĕпе сыпăнса пынине” палăртнă. Чăваш Енри чи аякри ялта та халĕ тĕнче культурин пуянлăхĕпе паллашма пултараççĕ. Çавна пулах библиотекăсене çÿрекенсен шучĕ 40 процента яхăн ÿснĕ. Ку е вăл кăларăмпа чăрмавсăр паллашма культура вучахĕсене республикăри наци библиотеки пысăк пулăшу кÿрет. Унăн пĕрремĕш сыпăкне юсама пĕлтĕр 150 миллион тенкĕпе усă курнă.

Дмитрий Медведев шухăшĕпе, кăмăл-сипетпе ăс-хакăл пурнăçĕ яланах библиотекăпа çыхăннă, вĕсенче тĕнче сетьне кĕме май пултăр тата вулас туртăм ан сĕвĕрĕлтĕр тесен – суйламалăх кĕнеке пулмалла. Ку енĕпе Чăваш Енри тĕслĕх библиотекăсем хăйсен тытăмĕпе питĕ тĕрĕс пулăм. “Сирĕн опытпа малашне те усă курăпăр”, – пĕтĕмлетнĕ калаçăва Раççей Президенчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика