00:00 09 августа 2008 г.
Кăçалхи августăн 17-мĕшĕнче Шупашкарта ача усрава илнĕ çемьесен республикăри пĕрремĕш слечĕ иртет. Унта районтан Енкĕлтри Максимовсем – Людмила Петровнапа Олег Аврамович хутшăнаççĕ. Мăшăрăн пурĕ тăватă ача: иккĕшĕ хăйсен, вĕсем аслă вĕренÿ заведенийĕсене пĕтерсе алла диплом илнĕ, пурнăç çулĕ çине тăнă; иккĕшĕ – Анастасия Слеповапа Марина Иванова, 1999 çулта çуралнăскерсем, усрава илнĕскерсем. Вĕсене 2004 çулта кил-йыш хăй ытамне йышăннă.
Максимовсем ĕçе юратакан, туслă çемье. Пурте пĕрле ĕçлеççĕ, канаççĕ. Настьăпа Марина ташлама юратаççĕ, вĕсем ташă, пултарулăх кружокĕсене, ачасен искусство шкулне çÿреççĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вăй-хала çирĕплетеççĕ. Чи пахи – хĕр пĕрчисем шкулта аван вĕренеççĕ.
“Ача усрава илнĕ чи лайăх çемье” районти конкурсра Максимовсем пĕрремĕш вырăна тухнă. Вĕсем Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта иртнĕ фестивальте “Чи творчествăлла çемье” номинацире те çĕнтернĕ.