00:00 09 августа 2008 г.
Çулталăкри пĕр пек цифрăллă куна палăртасси йăлана кĕрсе пырать. Çак кун çемье çавăрас тĕллевлĕ çамрăксем хăйсен мăшăрланăвне регистрацилеме тăрăшаççĕ. Кăçал та “виçĕ саккăрлă” кун хăйне евĕрлĕ пулăмпа палăрчĕ – Хĕрлĕ Чутай пикипе Олеся Николаевна Конистаркинапа Нигери гражданинĕ Роджерс Узомах Ннадозие хăйсен юратăвне ылтăн çĕрĕ тăхăнса çирĕплетрĕç. Мăшăрсем виçĕ саккăра ахальтен суйламан. Асамлă цифра çемьене, мăшăрсене телей, пуянлăх, ăнăçу кÿрессе шанаççĕ имĕш. Çак кун пĕрлешнисен мăшăрланăвĕ ĕмĕре теççĕ.
Иртнĕ çул та “виçĕ çиччĕллĕ” кун районта 6 мăшăр хăйсен юратăвне алă пусса çирĕплетрĕç. Уйрăлнисем çук, пурте килĕштерсе пурăнаççĕ.