00:00 13 августа 2008 г.
“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи çичĕ уйăхра килти хушма хуçалăха аталантарма районти 232 çын кредит илнĕ. Унăн пĕтĕмĕшле хисепĕ 29 миллион та 702,5 пин тенкĕпе танлашать. Çак ыйтупа “Россельхозбанк” УАО-на 31 çын пынă, вĕсене 2 миллион та 670 пин тенкĕпе тивĕçтернĕ. Перекет банкĕн уйрăмĕ урлă 201 çын 26 миллион та 32,5 пин тенкĕлĕх кредит илме документсем хатĕрленĕ.
Хĕрлĕ Чутай тата Ачкасси ял тăрăхĕсенчи граждансем килти хушма хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе уйрăмах хастар. Акă, хĕрлĕчутайсене пурĕ 84 çынна 13 миллион та 338 пин тенкĕ панă. Ачкассисем 37 çын 4 миллион та 295 пин тенкĕ илнĕ.
Патшалăх пулăшăвĕпе усă курни çынсене выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетме, çурт-йĕре йĕркене кĕртме пулăшать.
Г.Петров