00:00 13 августа 2008 г.
Раççей Федерацийĕн Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерстви палăртнă çивĕч задачăсенчен пĕри – амбулаторипе поликлиника учрежденийĕсене диагностика оборудованийĕпе тивĕçтересси. Ку “Сывлăх” приоритетлă наци проектне ăнăçлă пурнăçа кĕртме пулăшĕ.
Çакă паха – çĕнĕ оборудовани района та сахал мар килет. Акă, кăçал медицинăпа санитарин пирвайхи пулăшăвĕ паракан сиплевпе профилактика учрежденийĕсене тăватă электрокардиографпа тивĕçтернĕ. Вĕсен хакĕ 87908 тенкĕ. Çавăн пекех диагностика оборудованийĕ вырнаçтарнă, ăна ĕçе кĕртнĕ. Чирлисене операци тунă чухне усă курмалли ИВЛ йышши аппарат илсе килнĕ.
Район поликлиникин хĕрарăмсен консультацийĕнче АДМП-2 анализатор ĕçе кĕнĕ. Вăл шурă халатлисен ĕçне çăмăллатĕ, сывлăх сыхлавĕнче çĕнĕ ÿсĕмсем тума май парĕ.
Г.АНИСИМОВ