АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вырмана хăвăртлатас ыйтупа

00:00 23 августа 2008 г.

Çак эрнере Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев районта вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă. Район пуçлăхĕ Александр Криковпа тата район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕ Александр Самылкинпа пĕрле вăл районти хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсене çитсе курнă. Чи малтанах вĕсем «Асамат» ТЯО-ра пулнă. «Коминтерн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче министр уйсенче тырă пиçсе çитнине, вырма ĕçĕсене хăвăртлатас тĕлĕшпе мĕн пур майсемпе усă курмаллине палăртнă.

«Путь Ильича» уçă акционерла обществăн комбайнĕсем каçхине те ĕçленине курнă, ăна хуçалăх тырă пухса кĕртес тĕлĕшпе тăрăшни килĕшнĕ.

Малалла ушкăн «Нива» производство кооперативне çитнĕ. Хуçалăх ĕçченĕсемпе тĕл пулсан калаçу ял хуçалăхне аталантарасси, ку енĕпе тухса тăнă ыйтусене татса парасси çинчен пынă. Çакна асăнса хăвармалла: «Нива» иккĕмĕш çул ĕнтĕ вырмара малтисенчен пĕри. Кăçал кунта 661 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтернĕ. Тыр-пул тухăçĕ япăх мар. 1054 тонна тырă тĕшĕленĕ. Хуçалăх ертÿçи Владимир Мурайкин пĕлтернĕ тăрăх кунта çак эрнере тыр-пул пухса кĕртесси вĕçленмелле.

Ĕçлĕ визит вĕçленнĕ май ял хуçалăх министрĕ ял çыннисене ĕçре ÿсĕмсем суннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика