00:00 23 августа 2008 г.
Ялсенче производствăра, ытти çĕрте нумай çул тăрăшнă çынсем сахал мар. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă, халăх ырлăх-пурлăхне хушса пырассишĕн вăй-хала шеллемен. Акă, паянхи куна илес пулсан, районти 1227 çынна «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят панă. Кăçалхи виççĕмĕш кварталта вара социаллă хÿтлĕх пайĕнче тата 12 çынна ветеран удостоверенийĕсемпе тивĕçтернĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кăçалхи июлĕн 25-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн “Ĕç ветеранĕ” ята РФ Пенси фончĕн «10 лет ПФР»; «2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне активлă хутшăннăшăн»; РФ Шалти ĕçсен министерствин «200 лет МВД России»; «2006 çулта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕнче хисепе тивĕçлĕ ĕç тунăшăн»; «Раççей Федерацийĕн Пенси фондне 15 çул» ведомство паллисене тивĕçнĕ граждансем, организаци штатĕнче е çав тытăмра ĕçлеменнине пăхмасăрах, илме пултараççĕ.