00:00 30 августа 2008 г.
Сисмерĕмĕр те, çуллахи каникул кунĕсем те вĕçленчĕç. Тунти кунран республикăри 127 пин ытла, районти 2028 ачашăн çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансем республикипе 12750 ача шутланать, районĕпе – 152.
Ăнăçу пултăр сирĕн пурин те – учительсен те, вĕренекенсен те, ашшĕ- амăшĕсен те – çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче. Пĕлÿ кунĕпе сире чĕререн саламлатпăр!