00:00 10 сентября 2008 г.
Ялсене тирпей-илем кĕртес ĕçре çуран çÿрекенсем валли тунă пĕчĕкрех кĕперсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Чылай çĕрте вĕсем çĕрсе юрăхсăра тухнине курма пулать. Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕ вара пĕчĕк кĕперсем вырăнне çĕннисем хывас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленине палăртмалла. Акă, çак уйăх пуçламăшĕнче Атнарти пĕр урамра çынсем çуран каçса çÿрекен вырăна тимĕр-бетон пăрăх вырнаçтарнă. Ку тăрăхра пурăнакан çынсем те ĕçе хутшăннă. Вĕсем: кам – лумпа, кам – кĕреçепе вăй хунă.
Ку таранччен пурĕ йывăçран тунă тăватă кĕпере пăсса тимĕр-бетон пăрăхĕсем хунă. Нумай пулмасть Çĕн Туканаш ялĕнче пурăнакансем йывăç кĕпере юсанă, шыв çисе кайнă вырăнсене вак кирпĕч тата хăйăр тултарнă.