00:00 13 сентября 2008 г.
“Чăваш Ен” патшалăх телевиденипе радиовещани комитечĕн (ГТРК) радиожурналисчĕсем “Ырă каç, Чăваш Ен” программа хатĕрлеççĕ. Ку вăл çĕнĕ проект, ăна итлесен республикăри хуласемпе районсен историйĕпе, хальхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пулать. Кунпа пĕрлех паллă çынсен кун-çулĕ пирки хатĕрленĕ материалсене те эфира кăлараççĕ.
Нумай пулмасть Галина Вастрюкова радиожурналист Хĕрлĕ Чутай районĕнче пулнă. Вăл “Ырă каç, Чăваш Ен” программа валли черетлĕ передача хатĕрленĕ. Çывăх вăхăтрах район çыннисем илемлĕхпе сăнарлă искусство ăстисен интереслĕ калаçăвне, район историйĕпе Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи паллă çынсем çинчен каласа панине итлĕç.
Кĕскен каласан, радиожурналистсем ку таранччен пĕлмен-илтмен пулăмсене район халăхĕ патне çитерĕç.