АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Лотерея вылявĕ иртнĕ

00:00 13 сентября 2008 г.

Сентябрĕн 9-мĕшĕнче Раççей Перекет банкĕн Етĕрнери уйрăмĕн 4438Ÿ033 номерлĕ хушма офисĕнче пенси укçи илсе тăракансем хушшинче черетлĕ 3-мĕш лотерея вылявĕ иртнĕ. Ăна ятарлă комисси йĕркелесе ирттернĕ.

Сăмах май, паянхи куна районта тивĕçлĕ канăва тухнă 1300 çын пенси укçине Перекет банкĕн районти уйрăмĕ урлă илме кăмăл тунă. Вылява хутшăннă 30 ытла пенсионер хăйсем укçа выляса илнипе илейменнине тÿрех пĕлме пултарнă (вĕсем выляв ирттернĕ залра ларнă), ыттисем вара выляса илнĕ укçа перекет кĕнеки çине куçсан пĕлĕç. Калас пулать, лотерея перекет кĕнекисен номерĕсем тăрăх иртнĕ. Тираж фончĕ 40 пин тенкĕпе танлашнă, çав шутран 15 çын пиншер тенкĕ, 30 çын 500-шер, 20 çын 300-шер, 20 çын 200-шер тенкĕ выляса илнĕ. Вĕсен шутĕнче лотерея вылявне тÿрремĕн хутшăннă О.Козлова (1000 тенкĕ), О.Морозова, З.Майорова, Ю.Богатеева, Е.Макарова, З.Андриянова (500-шер тенкĕ) пенсионерсем.

– Кун пек вылявсене Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ республикăри пур районсенче те ирттерет, – терĕ Перекет банкĕн районти уйрăмĕн ертÿçи С.В.Секайкина. – Пирĕн патра иртнĕ тираж асăннă акци пуçланнăранпа 65-мĕш пулчĕ. Çакăн пек вылявсем ирттерни пенси укçине перекет банкĕ урлă илекенсен шутне ÿстерессе шанатпăр.

Вылява хутшăннă пенсионерсене Чăваш патшалăх симфони капеллин артисчĕсем илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика