АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Музейсен фестивалĕнчен Дипломпа

00:00 24 сентября 2008 г.

Музейсен фестивалĕнчен Дипломпа

Сентябрĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш наци музейĕнче республикăри музейсен пĕрремĕш фестивалĕ иртрĕ. Вăл «Музей – единство непохожих» ятпа пулнă. Унăн тĕллевĕ – республикăри аякри районсенче вырнаçнă музейсен ĕç-хĕлне халăх умне кăларасси тата унта ĕçлекенсене пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштарасси.

Фестивале хутшăнакансем тĕрлĕ проектсем хатĕрленĕ. Жюри членĕсем вĕсен ĕçне тĕрлĕ номинацисенче хакланă. Фестивале районти «Çын тата çут çанталăк» музей та хăйĕн ĕçне тăратнă. Вĕсем «Хоровод дружбы» номинаципе Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕн ĕлĕкхи çи-пуçĕпе хальхи туй тумтирне сăнлакан ĕçпе курава хутшăннă – Диплома тивĕçнĕ. Музей директорĕ З.С.Спиридонова номинацие тăратнă ĕçе хÿтĕлесе чăвашлăх туйăмлăхне çĕклекен юрăсемпе пухăннисене савăнтарнă.

Чăвашсен тĕрлĕ йăли-йĕркисене сăнласа кăтартакан фестивальре мĕн курмалли, мĕн вĕренмелли чылай пулнă. Музей ĕçченĕсем мероприятирен тулли кăмăлпа таврăннă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика