АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Н.В.Суслонова – районта

00:00 20 сентября 2008 г.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Н.В.Суслонова – районта

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Н.В.Суслонова Чăваш Енри хула-районсенчи медицина учрежденийĕсенче халăха пулăшу парасси мĕнле шайра пулнине, шурă халатлă ĕçченсен ĕç-хĕлне, унти условисене сăнаса-асăрхасах тăрать. Ĕçлĕ визитпа районта пулнă май, Нина Владимировна тĕп больницăри лару-тăрупа туллин паллашрĕ, ырă улшăнусене, çавăн пекех нумай çитменлĕхе палăртрĕ.

Сăмах май, хальхи вăхăтра, районти тĕп больницăра 35 врач, 176 медицина сестри халăха медицина пулăшăвĕ парассипе тимлеççĕ. “Сывлăх” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, Хĕрлĕ Чутай тĕп больници çумĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ ĕçлеме пуçларĕ. Офисри пÿлĕмсенче хăтлă, участокри врачсемпе медсестрасем çĕнĕ мелсемпе ĕçлеççĕ. Тухтăрсем пĕтĕ–мĕшле практика врачĕн профессине алла илнĕ ĕнтĕ. Кунта сипленме халăх кăмăлпа çÿрет. Н.В.Суслонова унта пулнă май офисăн ĕç-хĕлне ырларĕ. Министр поликлиникăри, стационарти чылай пÿлĕмсене çитсе курчĕ, унти врачсемпе, медицина сестрисемпе, чирлисемпе тĕл пулса калаçрĕ. Стационарта, хирурги уйрăмĕнче, сипленекенсем патĕнче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ Нина Владимировна. Мĕншĕн тесен тĕп больницăра хирургсем çителĕксĕр. Тĕслĕхрен, Н.А. Ярабаев тухтăр стационарта выртса сипленекенсене пăхса тăрать, вăлах поликлиникăна пулăшу ыйтса пынисене йышăнать. Ун чухне те поликлиникăра тухтăра кĕтсе ларакансем чылаййăнччĕ. Нина Владимировна чирлисемпе тăрса калаçрĕ, пациентсем хирург патне лекме йывăррине пĕлтерчĕç, министр йĕркесĕрлĕхе пĕтерме сĕнчĕ. Тĕрĕсех хумханаççĕ чирлисем. Пĕр тухтăр районĕпех сиплет темелле. Ытти уйрăмсенче те врачсем çитмеççĕ. Çавăнпа тĕп больницăра кадр ыйтăвĕ çивĕч тăни пирки ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ пăшăрханса калаçрĕ, çакна больницăн тĕп врачĕ хăйĕн тивĕçне пурнăçласа пырайманнипе çыхăнтарчĕ. Н. В.Суслонова район территорийĕнче ача çураласси чакни, çав хушăрах вилекенсен шучĕ ÿссе пыни пирки те пăшăрханса калаçрĕ.

Паян пурнăç таппи ĕçре çĕнĕ технологипе анлă усă курса çĕнĕлле, пахалăхлă ĕçлеме хистет. Ку енĕпе район больницинче те ырă улшăнусем çук мар: кабинетсем хăватлă медицина оборудованийĕсемпе пуянланаççĕ, техника паркĕ çĕнелсе пырать, офисри врачсем тухса çÿреймен ватăсемпе инвалидсене ялсем тăрăх çÿресе сиплеççĕ, консультаци параççĕ. Çапах та халăха медицина пулăшăвĕ парассине татах та лайăхлатас, сиплев учрежденине çÿрекенсене, унта тимлекенсене лайăхрах условисемпе тивĕçтерес тесен больница çуртне реконструкцилеме вăхăт çитнĕ. 30 çул ытла каяллахи проектсемпе çĕкленĕскер хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерсех çитереймест. Çавăнпа министр умĕнче район пуçлăхĕ А.И. Криков, больницăн тĕп врачĕ И.М.Сидоров çурта реконструкцилеме тĕллев лартни пирки ыйту хускатрĕç. Çакна Н.В.Суслонова ырларĕ. Юлашкинчен министр сывлăха сыхлас ĕçре паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен оборудованисемпе анлă усă курса халăха медицина пулăшăвĕ парассине татах та лайăхлатма чĕнсе каларĕ, больницăн тĕп врачне И.М.Сидорова яваплăха туйса ĕçлеме, çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварчĕ.

Л.ШИВИРКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика