АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Грант çĕнсе илнĕ

00:00 01 октября 2008 г.

Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерстви пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн муниципаллă программисене пулăшас тĕллевпе республикăра конкурс ирттернĕ. Çав конкурса хутшăнса Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕ грант шучĕпе 275 пин тенкĕ патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ.

Çак укçана кăçал пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарассине лайăхлатассипе килĕшÿллĕн бизнес-проектсен малашлăх, экономика тĕлĕшĕнчен кирлĕ ĕçĕсене аталантарма, вăл шутран пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферине, халăхăн йăла ыйтăвĕсене татса пама, производствăна вăйлатма уйăраççĕ.

Грант çĕнсе илни малашлăха курса тăрăшма, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме, малта пыракансен опычĕпе усă курма май парĕ. Кĕскен каласан, пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна анлăрах сарса яма пулăшĕ.

Г.Петров

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика