АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнтерÿпе таврăннă

00:00 22 октября 2008 г.

Шупашкар хулинче октябрĕн 14-16-мĕшĕсенче шахматла выляса Чăваш Республикинче мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Унта пирĕн район ачисем те хăйсен пултарулăхĕпе палăрнă, аван кăтартусемпе таврăннă. Акă, Шулю шкулĕнче 9-мĕш класра ăс пухакан Надежда Рябикова 16 çулчченхи хĕрсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çĕн Атикасси шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Петр Майоров вара хăйĕн тантăшĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Çĕн Атикасси шкулĕн вĕренекенĕсем (7-мĕш класс) Карина Ефимова тата Андрей Петрейкин 14 çулчченхи ачасем хушшинче иккĕшĕ те тăваттăмĕш вырăна тухнă. Çамрăк шахматист-çĕнтерÿçĕсем икĕ медальпе тата ЧР Физкультурăпа спорт, туризм министерствин Хисеп грамотисемпе таврăннă.

Палăртмалла, шахматла выляс ăсталăха ÿстерме районти ачасене пысăк опытлă педагог Аркадий Туйманов пулăшать. Вăл районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче шахмат пĕрлешĕвне ертсе пырать. Ачасен çĕнтерĕвĕнче, паллах, унăн тÿпи те сахал мар. Малашне те хĕрлĕчутайсен аллинче ку енĕпе ăнăçу пуласса шанас килет.

Н.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика