АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пуçламăш класс учителĕсем мастер-класс ирттернĕ

00:00 01 ноября 2008 г.

Октябрĕн 28-мĕшĕнче районти пуçламăш классене вĕрентекенсем Мишеркассинчи шкула аттестаци витĕр тухакан педагогсен мастер-класс уçă урокĕсене итлеме пухăннă.

Çирĕп тĕрĕслев витĕр тухма хатĕр учительсене ют класпа, урăх ачасемпе уçă урок кăтартма çăмăл пулман. Вĕсен ачасене юратма пĕлнисĕр пуçне çирĕп пĕлÿ пама тата пĕр чĕлхе тупма пĕлнине кăтартса памалла-çке. Унпа пĕрлех пуçламăш класс учителĕсен ачасен тавра курăмне аталантарма пулăшакан çĕнĕ методикăсемпе усă курнине ĕçре кăтартмалла.

Уçă уроксен фестивальне Н.С.Семенова (Мишеркасси), Г.Н.Спиридонова (Питĕркасси), Т.Г.Кочеганова (Хăмаркка), Г.Е.Бархоткина, И.С.Михеева (Мăн Этмен), Н.А. Маркова (Атнар) учительсем хутшăнма кăмăл тунă. Л.Л.Долгова (Мишеркасси), А.Д.Галкина (Хăмаркка), Е.В. Микишина (Ишеккасси) педагогсем ачасене класс тулашĕнчи мероприятисене хутшăнтарнă. Çавăн пекех куракансем Р.С.Кудюковапа (Ишеккасси) А.А.Куропаткина (Питĕркасси) ирттернĕ мастер-класс урокĕсем ырă сăмаха тивĕçлĕ пулнине палăртнă.

Л.МЕДВЕДЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика