АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Н.В.Федоров – Д.А.Медведев çырăвĕ пирки

00:00 12 ноября 2008 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн йыхравĕпе Чăваш Ен ертÿçи Николай Федоров РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕпе Патшалăх Думин пĕрлехи ларăвне хутшăннă. Унта Дмитрий Медведев Федераци Пухăвне янă Çырупа паллаштарнă. Тепĕр кунне Чăваш Республикин Президенчĕ республикăри тата Раççейри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулчĕ, çĕршыв аталанăвне палăртакан тĕп документăн хăш-пĕр положенийĕ пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ.

Николай Федоров Грузи çарĕсем Раççейĕн регионти тăнăçлăха тытса тăракан çар подразделенийĕсене Кăнтăр Осетие тапăнни пирĕн çĕршыв тулашĕнчи лару-тăрăва палăрмаллах улăштарчĕ тенĕ. Çавăн пекех тĕнчери финанс сферинчи кризис пулăмĕ те япăх витĕм кÿрет. «Çавăнпа та Раççей Президенчĕ çакна шута илмесĕр тата мĕн пулнипе пуласси çинчен каласа кăтартмасăр тăма пултарайман. Вăл хăйĕн диагнозне лартрĕ: чире сиплес тесен унăн сăлтавне пĕлмелле-çке. Патшалăх ертÿçи Çырура политикăри лару-тăрăва, çав шутра – экономикăра та, улăштарма пултаракан сăлтавсене пĕтермелли механизмсене палăртрĕ. Политикăра палăртма пултарайман япаласем пур. Ку çапах та Раççейĕн йывăрланса пыракан процессене вăйсăрлатмалли майсем çуккине пĕлтермест».

Республика ертÿçи федерализм аталанăвĕн тата федераци центрĕпе регионсен хушшинчи полномочисене пайламалли ыйтусемпе уйрăмах тимлĕ ĕçлемелли çинче чарăнса тăчĕ: «Ку процесс вĕçленменни çинчен Раççей Президенчĕ те каларĕ, малалла татах ĕçлемелле, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене полномочисем, вĕсене пурнăçлама пурлăх тата майсем памалла. Ку ыйту çивĕч, мĕншĕн тесен вăл регионсен полномочийĕсемпе бюджетне çирĕплетессипе çыхăннă. Çавăн пекех миравай судьясен институтне федерацин пĕрлĕхлĕ суд тытăмне кĕртес пирки те сĕнÿ пулнă. Ку питех те ансат мар, анчах тĕшши пур йышăну тесех каланă пулăттăм».

Николай Федоров патшалăх ертÿçин Çырăвĕнчи хăш-пĕр пуçарăва ăнлантарса пачĕ: «Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тата Патшалăх Думин полномочийĕсене тăсас сĕнÿ пĕртте кĕтменлĕх мар.

1993 çулта Раççей Конституцине йышăннăранпах ун пек пуçарусем пулнă. Тĕнче опытне тишкернĕ. Влаç тытăмне çирĕплетес, Раççей Федерацийĕ пек державăри географи тата территори тĕлĕшĕнчен йывăр ыйтусене, ертсе пырас ĕçри аспектсене татса парас тесе Раççей Президентне çичĕ çуллăха суйлама сĕнÿ пулнăччĕ. Ултă çул, манăн шухăшпа, виçеллĕ вăхăт. Çак тапхăрта тĕнчери йывăр процессен условийĕнче патшалăхри тăнăçлăха çирĕплетсе çитерме, çĕршыва ертсе пырассине йĕркелеме май пур».

Чăваш Ен Президенчĕ Федераци субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç ертÿçисен кандидатурисене регионсенчи суйлавсенчи чи нумай сасă пухнă партисене сĕнме ирĕк парасси пуçарусен сферинче пулнине палăртрĕ. Çакă демократие аталантарма, партисен рольне политика тытăмĕнче ĕçлеме пултаракан тĕп институтсен шайне çитерме май парĕ. Раççейĕн пĕр-пĕр регионĕнчи хăй тытăмлăх органĕн депутатне е вырăнти влаçăн ытти тытăмне суйланă çынсенчен Федераци Канашне йĕркемелли мел халăх представительствин принципне пурнăçа кĕртĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика