АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çăмăллăх вырăнне – укçа

00:00 15 ноября 2008 г.

РФ Президенчĕн 2007 çулхи февраль уйăхĕнчи Указĕпе Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен федерацин ĕç тăвакан тата патшалăх влаçĕн органĕсене 2008 çул вĕçлениччен граждансене пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшушăн паракан социаллă пулăшу мерисене укçанна куçарма хушнă.

Çавна май Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Çĕнĕ çултан çăмăллăх вырăнне укçапа пулăшĕç.

Регион çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕнче транспорт валли каякан тÿпене ÿстернине тата 2009 çулта индексациленине шута илсе уйăхри укçа тÿлевне çĕнĕ, пысăклатнă виçепе çирĕплетнĕ: ĕç ветеранĕсем, Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем уйăхсерен – 710, тыл ĕçченĕсем – 700, реабилитациленнĕ çынсем – 1775, политика репрессийĕсене пула шар курнă тесе йышăннă çынсем 1530 тенкĕ илсе тăрĕç.

Унсăр пуçне ĕç ветеранĕсемпе Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем çыхăну çăмăллăхĕшĕн малтанхи пекех 50 процент тÿлĕç, реабилитациленнĕ çынсене телефон тÿлевсĕр лартса парĕç.

Çавăн пекех çул-çÿрев билечĕсем вырăнне те укçан параççĕ. Малалла Чăваш Енри çăмăллăхçăсем çул-çÿрев билечĕ вырăнне 345 тенкĕ укçан илĕç.

Тепĕр çĕнĕлĕх: 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен студентсемпе шкул ачисем те çул-çÿрев билечĕсем вырăнне укçан социаллă пулăшу илĕç. ЧР Вĕрентÿ министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кашни уйăхăн 20-мĕшĕнче шкул ачисен , студентсен е ашшĕ-амăшĕсен лицевой счечĕ çине укçа куçать. Çапла вара, пурин валли те пĕр йышши çул-çÿрев билечĕ пулĕ. Паянхи кун пособи виçине шутлас ĕç пырать.

А.Герасимова

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика