АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Н.ФЕДОРОВ: «2009 ÇУЛТА ЧĂВАШ ЕНРЕ ЯЛ ХУÇАЛĂХ ÇУЛĔ ПУЛĔ»

00:00 19 ноября 2008 г.

Ноябрĕн 14-мĕшĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен уявне Чăваш Республикин Президенчĕ хутшăннă.

Республика пуçлăхĕ ял хуçалăх ĕçченĕсене саламласа 2009 çулта Чăваш Енре Ял хуçалăх çулĕ пуласса пĕлтернĕ.

«Сире уяв ячĕпе саламлани çинчен паян РФ Президент Администрацийĕн ертÿçи С.Нарышкин та пĕлтерчĕ. Чăваш хресченĕсем патне уяв саламне çитерме ĕнер РФ Ял хуçалăх министрĕ А.Гордеев кăна мар, РФ Правительствин Председателĕ В.Путин та ыйтрĕç, – пĕлтернĕ Николай Васильевич. – Мана РФ Правительствин ларăвне Раççей субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕçĕн эффективлăхĕ пирки калаçма, дискуссие хутшăнма чĕнчĕç. Раççейĕн хăш субъектне 2007 çулта экономикăпа социаллă аталанура тунă чи пысăк çитĕнÿсемшĕн мĕнле грант тата еплерех виçепе валеçес ыйтăва сÿтсе яврĕç унта. Урăхла каласан, вăл е ку регион мĕне тăнине хакларĕç. Комисси тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ туса пĕрремĕш вырăна Раççейре Тюмень облаçĕ тухнине пĕлтерчĕ. Иккĕмĕшне – Чăваш Республики йышăннă. Асăннă чыславра сирĕн тÿпе те пысăк. Çакă – эпир епле ĕçленине пĕтĕмлетни. Чăваш хресченĕсене эпĕ ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе, тăван енĕмĕрĕн çав тери пысăк çитĕнĕвĕпе чĕререн саламлатăп. Пире хушма грант уйăрса параççĕ».

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ЧР Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев савăнăçлă пухăва пуçтарăннисене саламланипе пĕрлех умра татах яваплă задачăсем пулнине пытарман, тирпейлекен промышленноçăн паха та сиенсĕр çимĕçĕсемпе тивĕçтерессишĕн тимлĕхе ÿстермеллине аса илтернĕ.

«ЧР Президенчĕ Николай Федоров пирĕн ума пысăк тĕллев кăларса тăратрĕ: çывăх вăхăтрах çĕр улми тата тĕш тырă туса илессине пĕрер миллион тоннăна çитермелле. Çакна чыслăн пурнăçлама ăста кадрсем çителĕклĕ пулмалла, мĕн пур ресурспа пĕлсе усă курмалла, – тенĕ М.Игнатьев. – Усă курман çĕрсен лаптăкĕсен 100 процентне икĕ çулта çаврăнăша кĕртмелле».

ЧР Президенчĕ Н.Федоров агропромышленность комплексĕнчи малта пыракансен пысăк ушкăнне Чăваш Республикин хисеплĕ ячĕсемпе, ЧР, РФ патшалăх наградисемпе чысланă. Ялта пурăнакан çамрăк çемьесене харпăр хăй хуçалăхне çавăрма патшалăх пулăшăвне тивĕçнине ĕнентерекен свидетельствăсем панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика