АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шупашкарта фестиваль иртĕ

00:00 22 ноября 2008 г.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕпе Р.Лизаковапа ЧР Культура программисен республика дирекцийĕн пуçлăхĕ М.Матросов хутшăннă канашлура В.Шмыров Чăваш Енре «Раççей вак халăхĕсен тата регионĕсен киновĕ» (Атăл тăрăхĕ тата Урал) фестиваль ирттерме сĕннĕ.

Вячеслав Шмыров Раççейре кино ÿкерме пуçланăранпа 100 çул çитнĕ май фестиваль ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Чăваш Енре совет самани пуçлансанах тăван чĕлхепе фильмсем ÿкерме тытăннă, ятарлă киностуди те пулнă.

Фестиваль 2008 çулхи декабрь уйăхĕн 6-8-мĕшĕсенче Шупашкарта иртĕ. Виçĕ куна пыракан программăра тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Уява нумай хăна хутшăнĕ. Пурте пĕлекен, юратакан актерсемпе режиссерсем тата Раççейри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем те çитĕç. Алексей Айхи композитор тата Михаил Калатозишвили режиссер «Кинотаврта» чи лайăх фильмпа паллаштарĕç. Марина Разбежкина режиссер-документалист фестивале нумай çĕршывра кăтартнă «Время жатвы» халал-юмаха илсе килĕ. Пĕчĕк куракансене «Раççей халăхĕсен юмахĕсем» савăнтарĕç. Кино уявне «Пушкăртстан» киностуди те хутшăнма кăмăл тунă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика