АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Ай, юрлар-и?» конкурсра – иккĕмĕш

00:00 03 декабря 2008 г.

Ноябрĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарта Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче Ираида Вдовина ячĕпе хисепленекен халăх юррисен регионсем хушшинчи «Ай, юрлар-и;» III-мĕш конкурсĕ иртнĕ. Конкурса хутшăнакансен Ираида Вдовинан юррине тата вырăнти пĕр паллă юрра шăрантарса памалла пулнă. Район чысне ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану çурчĕ çумĕнчи «Шокăль» фольклор ушкăнĕн юрăçи Валентина Петровна Немешкина хÿтĕленĕ, аккомпаниаторĕ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Василий Ефимович Романов.

В.П.Немешкина И.Вдовина репертуарĕнчи «Вăрмана кĕрсен мĕн сас лайăх» тата «Кайăк вĕçет, куртăр-и;» юрăсемпе сцена çине тухса куракансене тыткăнланă. Конкурсри 30 ытла участникран В.П.Немешкина II степеньлĕ Диплом тата магнитофон çĕнсе илме пултарнă. Пĕрремĕш вырăна вара Пушкăрт Республикинчи çамрăк хĕр тивĕçнĕ.

Л.МЕДВЕДЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика