АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Эдуард Дадюков – чемпион

00:00 03 декабря 2008 г.

Çитĕнекен ăру физкультурăпа спорт тĕлĕшĕнчен пысăк çитĕнÿ туни савăнтарать. Акă, ноябрĕн 29-мĕшĕнче районти çамрăк спортсменсем доатлон енĕпе (çуран чупасси тата шывра ишесси) республикăра мала тухассишĕн иртнĕ пысăк ăмăртăва хутшăннă. Вăйăсем Çĕнĕ Шупашкар хулинче иртнĕ. Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн 10 А класĕнче вĕренекен Ю.Хораськин 1992-1993 çулхисен ушкăнĕнче 8-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă. Асăннă шкулти паллă спортсмен Э.Дадюков 14 çулхисенчен кĕçĕнрех ушкăнра 500 метрлă дистанцире пурне те парăнтарса финиша пĕрремĕш çитнĕ, шывра 50 метр ишсе лайăх кăтартупа палăрнă. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, Эдуард чи нумай очко пухса республикăри хула-районсем хушшинче абсолютлă чемпион ятне тивĕçнĕ. Пултаруллă çамрăка Хисеп грамотипе тата медальпе, хаклă парнепе чысланă.

Спорт шкулĕн тренерĕсем Л.Михуткинапа В.Дадюков вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемпе кăмăллă.

Л.ШИВИРКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика