АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шупашкарта – çĕршыври наци фильмĕсем

00:00 08 декабря 2008 г.

Декабрĕн 6-8-мĕшĕсенче Шупашкарта «Раççей регионĕсен тата вак халăхсен кинофильмĕсем (Атăлçи тата Урал)» фестиваль-семинар иртет. Ăна çĕршыври наци кинематографĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халаллаççĕ.

Фестиваль пуçаруçи – Мускаври «Кинопроцесс» продюсер центрĕ. Ирттерме пулăшаканĕсем – Раççей Культура министерстви, ЧР Культура министерстви, «Раççей кинопрокачĕ» АУО, «Кино менеджмент» ТЯО, «Культура программисен республика дирекцийĕ» АУ.

Программăра Атăлçи тата Урал хутлăхĕсенчи, Мускавпа Санкт-Петербургри кинематографитсем ÿкернĕ илемлĕ, документлă фильмсем тата анимаци ĕçĕсем пулĕç. «Раççей киновĕн нумай нациллĕ аспекчĕ: глобализаци тата культура хăй евĕрлĕхĕ» ыйтупа «çавра сĕтел» йĕркелеме палăртнă.

Фестивале мĕнле ĕçсене илсе килĕç-ха; Тата вĕсене ăçта кăтартĕç; Тĕп мероприятисем «Галактика» комплексра, «Çеçпĕл» кинотеатрта тата Наци библиотекинче иртĕç.

Фестиваль паян 19 сехетре «Çеçпĕлте» уçăлĕ. Унтах «Время жатвы» илемлĕ фильм кăтартĕç. Унăн режиссерĕ Марина Разбежкина хăй те хутшăнĕ. Ыран Шупашкарта çуралса ÿснĕ Александр Хван режиссер ÿкернĕ «Вареники с вишней» ĕçĕн премьери («Çеçпĕл») иртĕ. Çав каçах Наци библиотекинче «Арсений Тарковский – Раççей халăхĕсен поэзине куçараканĕ тата поэт» кинокаç йĕркелеме палăртнă. Декабрĕн 8-мĕшĕнчи программа та кăсăклă. Маларах асăннă «çавра сĕтел» шăпах çав кун 12 сехетре «Галактикăра» уçăлĕ. Каçхине вара Наци библиотекинче «Дикое поле» ĕçпе паллаштарĕç. Унта Михаил Калатозишвили режиссер тата пирĕн мухтавлă ентешĕн Геннадий Айхин ывăлĕ Алексей Айхи композитор та хутшăнĕç. Унсăр пуçне çак кунсенче «Раççей халăхĕсен юмахĕсем» программăпа ачасем валли ятарласа ÿкернĕ ĕçсем кăтартĕç, семинарсем иртĕç.

Н.Смирнова

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика