АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Конкурса хутшăнса – ăнăçу

00:00 06 декабря 2008 г.

Республикăри халăх пултарулăх çурчĕ йĕркеленĕ культурăпа кану учрежденийĕсем хушшинчи «Ăнăçу-2008» конкурс вĕçленчĕ. Çак кунсенче авторитетлă жюрин пĕтĕмлетÿ ларăвĕ иртнĕ. Унта конкурс кăтартăвĕсене пăхса тухнă, кăçалхи чи лайăх клуб учрежденийĕсене палăртнă.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ (директорĕ Алексей Магаськин) тата Штанашри культура çурчĕ (ертÿçи Зоя Прокопьева) конкурса хутшăнса ăнăçу тунă, Дипломсем çĕнсе илнĕ. Çак икĕ коллектив халăх пултарулăхне аталантарас, ялти талантсен ăсталăхне ÿстерес тĕлĕшпе лайăх ĕçлеççĕ. Клуб ĕçченĕсем çынсен канăвне интереслĕ йĕркелеме вĕренсе çитнĕ.

Сăмах май, конкурсăн юлашки тапхăрне республикăри 16 культура учрежденийĕ хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсене Чăваш Республикин культура училищинче декабрĕн 12-мĕшĕнче чыслаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика