00:00 06 декабря 2008 г.
Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин Министерстви кăçалхи октябрь-ноябрь уйăхĕсенче «Анне чĕри» ятпа вĕренекенсен пултарулăх ĕçĕсен республикăри конкурсне ирттернĕ. Унăн тĕллевĕ – çемье воспитанийĕн ăс-тăнпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчи пĕлтерĕшне сарасси, ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетесси, çамрăк ăру пултарулăхне пур енлĕн аталантарасси.
Паллах, çĕр çинче аннерен хакли никам та çук. Çакна çитĕннисем те, ачасем те лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ республикăри «Анне чĕри» конкурса пирĕн районти шкулсенче вĕренекенсем те активлă хутшăннă. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн 4 «А» класне çÿрекен Олеся Петрова хăй ушкăнĕнчи «Чи лайăх фотожурнал» номинацире лауреат ятне çĕнсе илнĕ.
Маттур, Олеся!
Г.ПЕТРОВ.