АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Путин çĕршыва хуравларĕ

00:00 10 декабря 2008 г.

Раççей премьерĕ Владимир Путин декабрĕн 4-мĕшĕнче ирттернĕ "тÿрĕ линире" тĕп вырăнта экономика теми пулчĕ. Владимир Владимирович правительство тенкĕ курсне тăруках улшăнма памасса шантарчĕ, çав вăхăтрах çĕршыва валюта илсе кĕме, илсе тухма та чармĕç. Унăн шучĕпе, укçана тенкĕпе упрани вырăнлăрах. Раççейре нимĕнле çĕнĕ укçа та пичетлемеççĕ, кун пирки сарăлнă сас-хура сăлтавсăр.

Шурă çурт ĕçсĕррисене пулăшĕ. Вĕсен ыйтăвĕсене татса пама халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăсене 10-50 млрд тенкĕ уйăрса парĕç. Халĕ ĕçсĕррисен шучĕ 1,7 млн çынпа танлашать, çак йыш 2 млн таран ÿсме пултарать. "Эпĕ çынсем йышлăн ĕçсĕр юлмĕç тесе шанатăп, çапах вăхăтлăха ĕçсĕр юлнисен шучĕ ÿсетех", – тенĕ Путин.

Çитес çул пенсисене виçĕ хут ÿстерме палăртнă. Премьер инфляци пысăк пуласси çинчен каланă. Пĕтĕмпе вара 2009 çулта пенси 34 процент пысăкланмалла. Вăтамран – 1700 тенкĕ чухлĕ. 2010 çултан пенсие каякансен укçи вĕсен маларах пулнă ĕç укçин 40 процентĕнчен кая мар пулмалла, çакă тĕнче тата Европа стандарчĕсемпе килĕшсе тăрать. Çар службине 2 çул та 8 уйăх таран ÿстересси пирки сарăлнă сас-хура та тĕрĕс мар – çулталăках пулать. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ пирки те вăл сивлерех каланă. Вăл аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ чухнехи коррупци шайне чакарать пулин те минусĕсем пур. Путин çавăн пекех кризис условийĕсенче предпринимательсене пулăшмалли, бензин хакне чакармалли çинчен те пĕлтернĕ. Кризиса пулах амăшĕн капиталĕпе ипотека кредитне парса татма 2009 çултах усă курма тытăнсан аван пулмаллине каланă.

Раççей çыннисемпе виçĕ сехет калаçнă май Владимир Путин 72 ыйтăва хуравланă. Пĕтĕмпе вара ятарлă центрта 1,5 миллион шăнкăрав пулнă, 600 пине яхăн SMS-пĕлтерÿ йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика