00:00 13 декабря 2008 г.
Николай Федоров декабрĕн 10-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттерчĕ.
Правительство членĕсем Чăваш Республикин "Чăваш Ен наци радионе" туса хурасси çинчен йышăну турĕç. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова кун пирки çапла ăнлантарса пачĕ:
– Хальхи вăхăтра Чăваш Енре халăха информаципе тивĕçтерекен пралуклă радио сасси хăш-пĕр çĕре кăна çитет. 1990-2008 çулсенче унăн точкисем 680 пинрен 128 пине çити чакса ларнă. Пралуклă радиона Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрпа Çĕмĕрлере кăна итлеççĕ. 2006 çултанпа мĕн пур ял çакăн пек радиосăр тăрса юлнă. Радиоточкăсем çавăн пекех хуласенче те сахалланаççĕ. "Волгателеком" УАО пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çулта пралуклă радио вуçех пĕтмелле.
Паян Чăваш Ен территорийĕнче вунă радиостанци ĕçлет. Тĕпрен илсен вĕсем Шупашкарпа унăн çывăхĕнчи 10-15 километрта пурăнакансене информаци-юрăпа ытларах савăнтараççĕ. Аяккарахри вырăнсене Раççей тата Чăваш патшалăх телекуравĕпе радиохыпарлав комитечĕ парса тăракан передачăсем кăна сарăлаççĕ. Анчах ЧР патшалăх телекуравĕпе радиохыпарлав комитечĕ хăй тĕллĕн ĕçлекен радиостанци мар, вăл федераци политикине, федераци унитари предприятине пăхăнать. Çав политикăра регионсен радиокомпанисене федераци каналĕсенче эфир вăхăтне сахал уйăрса параççĕ. 2005 çултан Чăваш Ен радио комитечĕ хăйĕн передачисенче чăваш-вырăс информаци кăларăмĕсен вăхăтне виçĕ хут чакарнă, Чăваш радио передачисене "Маяк" радиостанци урлă пама пăрахнă.
Министр пĕлтернĕ тăрăх, "Чăваш Ен наци радионе" туса хуни çак çитменлĕхрен тĕпрен хăтăлма, республика халăхне тăван чĕлхепе информаци парса тăрассине тĕпрен лайăхлатма, халăхăн информаци илсе тăмалли Конституци правине пĕтĕмпех сыхласа хăварма пулăшмалла.
Çĕнĕ радио Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакансене çут çанталăк инкекĕ е ытти хăрушлăх пулма пултарасси çинчен вăхăтра пĕлтерсе тăрас тĕлĕшпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл Чăваш Республикин пĕтĕм территорине кирлĕ информаципе вăхăтра тата туллин тивĕçтерĕ.
Передачăсене ЧР патшалăх телекуравĕпе радиохыпарлав станцийĕ урлă парса тăрĕç. Станци передача хумĕсем Шупашкарта, Çĕрпÿре тата Йĕпреçре вырнаçнă. УКВ тата ФМ диапазонра пушă частотасем пур.
"Паян министерство икĕ тĕп çул-йĕрпе ĕçлет, – терĕ Роза Михайловна. – Вĕсем – наци радионе тата автономи учрежденине туса хурасси. Чи малтанах конкурс никĕсĕ çинче çак учреждени ертÿçине палăртса çирĕплетмелле, ĕç килĕшĕвĕ тумалла, автономи учрежденине юридици, массăллă информаци енчен регистрацилемелле, кадрсем суйласа илмелле тата ытти те. Автономи учрежденийĕпе Министерство учредитель прави çинче килĕшĕве алă пусса çирĕплетеççĕ».
Министр пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ радио 2009 çулхи иккĕмĕш кварталта хăйĕн сассине памалла: передачăсен 60 проценчĕ чăвашла, 35 проценчĕ вырăсла, 5 проценчĕ тутар чĕлхипе пулмалла. Çĕнĕ радиора информаци-аналитика 60 процент, кĕвĕ-юрă, çавăн пекех ача-пăча передачисем 40 процент пулĕç. Кăларăмсем ирхине 6 сехетрен каçхи 10 сехетчен пырĕç. Эфира "Нива" радиона явăçтарма шутлаççĕ, вăл ял çыннисем валли лайăх передачăсем хатĕрлет.
Министр çакна та пĕлтерчĕ: çĕнĕ радио туса хуни ЧР патшалăх телекуравĕпе радиохыпарлав комитетне нимĕн чухлĕ те чăрмав кÿмĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлĕç, передачăсенче, уйрăмах юрă-кĕвĕ кăларăмĕсенче, комитет архивĕпе усă курĕç.
Чăваш Енре çĕнĕ радио çуралнине ырласа Президент çакна палăртрĕ: наци республикинче хамăрăн патшалăх наци радионе туса хуни питĕ лайăх тесе шутлатăп. Ку вăл республика сăнне, тăван чĕлхене, культурăна, нацие, общество аталанăвне сыхласа хăварас тата аталантарас ĕçре уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Наци радионе туса хуни эпир чăваш халăхĕ умĕнче яваплă пулнине пĕлтерет. Ĕçе тытăнтăмăр пулсан ăна малалла тăсмалла.
Президент çĕнĕ радиона пултаруллă журналистсемпе çирĕплетесси пирки аса илтерчĕ. "Ăста журналистсем валли лайăх услови, тивĕçлĕ шалу пулĕ", – терĕ министр.
Л.Петров