АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тарифсене çирĕплетнĕ

00:00 17 декабря 2008 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çитес çул пассажирсене транспортпа илсе çÿремелли тарифсене çирĕплетнĕ. Республикăн тарифсен службин ертÿçи А.Журавлев пĕлтернĕ тăрăх, хулари общество транспорчĕпе çÿремелли хаксем çĕнĕ çултан улшăнмаççĕ. Автобус-троллейбус билечĕсен хакĕсем хальхи пекех 9-шар тенкĕ, маршруткăпа çÿренĕшĕн 11 тенкĕ пулаççĕ.

Ĕç ветеранĕсен, Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсен, тыл ĕçченĕсен, реабилитациленĕ, политика репрессийĕсене пула инкек тÿснĕ граждансен 2009 çулхи январьтен пурте усă куракан транспортпа çÿремелли уйăхлăх çăмăллăх билета 345 тенкĕ тÿлесе илме тивет. Унсăр пуçне, пассажирсене илсе çÿрекен транспорт организацийĕсен укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвне тÿрлетес тĕллевпе çăмăллăх билетсене икĕ ушкăна уйăрнă – троллейбуспа тата хулара, хула çывăхĕнчи автобуспа çÿреме. Пассажир хăшĕ меллĕрех – çавна суйласа илме пултарать.

Студентсемшĕн, колледжсемпе техникумсенче, професси паракан училищĕсенче вĕренекенсемшĕн, шкул ачисемшĕн транспортпа çÿресси хальхинчен йÿнĕрех пулать. Унччен студент уйăхлăх çул çÿрев билетне 205 тенкĕпе туяннă, январьтен 380 тенкĕ кăларса хума тивет. Анчах ăна бюджетран 180 тенкине каялла тавăрса параççĕ. Çул çÿрев билечĕ хальхинчен 5 тенкĕ йÿнĕрехе ларать. Çапла вара инфляци условийĕсенче республика студентсен çăмăллăх билет хакне чакарать.

Транспортпа çÿремелли хаксене хатĕрлекенсем шутланă тăрăх, «çăмăллăх» билет укçи транспорта çÿретекенсем патне конкретлă адреспа çитмелле, çак тытăмри укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчи йывăрлăхсене пĕтерме пулăшмалла.

Çавăн пекех çут çанталăк газне 2009 çулта ваккăн сутмалли хаксене палăртнă. Халăха, унсăр пуçне пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу отрасльне, организацисене, нумай хутлă хваттерсене, пурăнмалли çурт-йĕрпе строительство кооперативĕсене, уйрăм харпăрлăх çурчĕсен юлташлăхĕсене çут çанталăк газĕн пин кубла метрне 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 2293,32 тенкĕпе, июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 2575,34 тенкĕпе сутма тытăнĕç. Урăхла каласан çитес çул пуçламăшĕнчен çут çанталăк газĕ – 18, июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 12,3 процент хакланать.

Тарифсен службин ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх, çак хаксем федерацин Атăлçи округĕн регионĕсенчен йÿнĕрех.

Л.Алексеев

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика